1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:12

Пуянкассинчен ял-хулана ăсанать

Тăвай тăрăхĕ - аграрлă округ. Ял хуçалăхĕ округ экономикинче кăна мар, унта пурăнакансен пурнăçĕнче те пĕлте- рĕшлĕ вырăн йышăнать. Пуянкассисем те хăй вăхăтĕнче «Социализм» совхозра ĕçлесе пурнăçне малалла аталантарнă: машина-трактор паркĕнче, выльăх-чĕрлĕх фермисенче, уй-хирте тăрăшнă. Пахча çимĕç те начар мар туса илнĕ пуянкассисем, хăмла та çитĕнтернĕ. Сахал-и е нумай-и - çак ĕçсем тупăш кÿнĕ çынсене, ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ. Анчах саманине май, хуçалăхĕ арканнă, парк, фермăсем, хăмла плантацийĕсем те пĕтнĕ. Çĕрсене халĕ уйрăм çынсем, «Акконд-агро фирма» АО, пысăках мар хресчен-фермер хуçалăхсем акса-лартса тăваççĕ тата ытти те. Пурнăç хăйне майăн, малашлăха шута илсе йĕркеленме хистет.

 

Çав йывăр çулсенче Çĕнĕ Пуянкасси ялĕнче «Буяново» ООО предприяти ĕçлеме тытăнни те пурнăç ыйтни ахăртнех. Ку производствăна хута яма Кивĕ Пуянкассинче çуралса ÿснĕ Валентина Вениаминовна Анастасьева шăллĕпе Александр Вениаминовичпа пĕрле пуçăннă: пĕри - гендиректор, тепри - учредитель, проекта вара пĕрле ĕçе кĕртнĕ, хăйсен тăван кĕтесĕшĕн пысăк усă тунă. Çăмăл пулман асăннă предприятие хута яма. Ăна хăй вăхăтĕнче ясли-садпа клуб çурчĕ- сене ăшăпа тивĕçтернĕ, анчах каярахпа юхăнса ларнă кивĕ котельнăя çĕнетсе йĕркелесе ĕçе кĕртнĕ. Котельнăйăн çивитти шыв кайнипе юхăннă, стенисем начарланнă - пĕтĕмпех хуçа алли кирлĕ пулнă ăна çĕнетме. Проект хатĕрлеме те, çурта реконструкци туса йĕркене кĕртме те сахал мар укçа-тенкĕ хывма тивнĕ. Шантарнă пулăшма, анчах, хăйсем каланă тăрăх, пĕр пус та кĕтсе илеймен Анастасьевсем. Çакăн пек пуçарушăн, ялти çакăн пек капашлă производствăшăн савăнмалла кăна ĕнтĕ. Пулинччĕ çакнашкал предприятисем кашни ял территори уйрăмĕнче е хăть вĕсенчен çурринче - тата вун-вун çын ĕçе вырнаçнă тата хăйне тулли праваллă туйнă пулĕччĕ. Ĕçлерĕç вĕт-ха хăй вăхăтĕнче ялсенче пысăк хуласенчи çĕвĕ фабрикисен филиалĕ-сем, кĕпе-тумтир çĕлерĕç. Шел, тульккăш, нумайлăха тÿсеймерĕç вĕсем. Пуянкассисем вара ĕçлеççĕ, промышленноç продукцийĕ кăлараççĕ.

Алăсене усман Анастасьевсем, йывăрлăхсене çĕнтерсе тухнă, пукан производствине хута янипе пĕрлех предприяти хапхи патне çитиччен аллă-утмăл метр тăршшĕ çул та тунă. Машинăсене хатĕр продукцие чăрмавсăр турттарса тухма хытă çул кирлĕ вĕт-ха. Лаша урапипе усă курасси хыçа юлнă ĕнтĕ. Продукци тĕрĕс-тĕ-кел, сăн-питне тата тавар пахалăхне çухатмасăр упранмалла. Çапла вара пуянкассисем ахаль йышши тата хыçлă çемçе пукансем, табуреткăсем, атă-пушмак çÿлĕкĕсем, ача-пăча пуканĕсем сериллĕ майпа кăларса хатĕрлеме тата сутма тытăннă. Уйрăм заказпа хуçланакан пукансемпе сĕтелсем те, мунча кăмакисем те тунă. Паллах, малтан рынокра мĕнле тавар кирлине тишкернĕ, производствăна унпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, тивĕçлĕ станоксем - вĕсемсĕр мĕнле пултăр - туянса вырнаçтарнă, чĕртавар, ытти материалсем кÿрсе килнĕ. «Çиелтен пăхма кăна нимĕн те мар пек, чăннипе вара вун-вун ыйтăва татса пама тивнĕ»,- терĕ Александр Вениаминович Анастасьев хальтерех манпа калаçнă чухне. Вăл кашни çулах отпуска çемйипе тăван ялне - Кивĕ Пуянкассине килет. Тăван ял - манăн тăван кил, тет. Кунта унăн кил-çурт, хуçалăх. Лере, Сургут хулинче, бизнес. Паллах, ытларах унта пурăнаççĕ. Хальхинче вăл Пуянкассинче июльпе август пуçламăшĕнче çемйипе отпускра пулчĕ - шăпах хĕвеллĕ те шăрăх вăхăтра. Шăнкăравласан, сотовăйне малтанах арăмĕ - Наталия Алексеевна тытрĕ. Вăл Вăрмар поселокĕнчен, Гурьевсен çемйинчен пулнине пĕлтĕмĕр. Александр Вениаминович эпĕ ыйтнипе ачисем çинчен те каласа кăтартрĕ - вĕсем виççĕн: асли, Аня, кăçал Мускавра РФ Правительстви çумĕнчи аслă вĕренÿ заведенине хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ, вăталăххи, Яна, Сургутри университетра тренера вĕренет, ашшĕ пекех, спортпа туслă, виççĕмĕшĕ ывăл, Назар, сакăр класс вĕренсе пĕтернĕ, бильярдла выляссипе пĕрлештернĕ командăра. Анастасьевсем - Назаркка йăхĕнчен, çавăнпа ывăлне те Назар ят хунă иккен, йăха чыслăн малалла тăсаççĕ.

- Отпуска ниçта та мар, тăван ялта ирттерме кăмăллатпăр,- терĕ Вениамин Анастасьев.

Кунта вĕсен икĕ хутлă пысăк кирпĕч çурт, пахча, паçма. Пахчара тĕрлĕ çимĕç йывăççисем ÿсеççĕ - виноградпа вишня, хăмла çырли тĕмĕсем таранах, çимĕç кÿреççĕ, паçмара çĕрулми, сухан, хăяр, помидор, купăста, тулă туса илеççĕ, тыррине, хăй каланă тăрăх, ял çыннисене парать.

- Тавах, Юрий Васильевича, кÿр- шĕсене, тăвансене, хамăр Сургутра чухне çимĕçсене вĕсем пăхса, шăварса, çумкурăкран тасатса типтерлесе тăраççĕ,- кăмăллă кил хуçи вĕсен ăшпиллĕхĕпе. Хуньăшне, Алексей Александрович Гурьева, тăтăшах ырăпа асăнчĕ. Кĕркунне те тепре килсе каять иккен Александр тăван килне, пахчари пурлăха пухса хатĕрлеме хутшăнать.

- Яла килсен, паллах, хамăрăн пукан фабрикинче те пулатăп,- эпĕ çак ыйтăва парасса сиснĕ- нех каласа хучĕ Александр Вениаминович. - Сăмах майăн каласан, унта ĕçлекенсем çинчен çырса кăтартсан пĕртте хирĕç мар эпĕ.

Ял çыннисем вырăнта çакнашкал производство уçса панăшăн Анастасьевсене питĕ тав тăваççĕ. Кунта паян кун та вуникĕ çын тĕпленсе ĕçленине каларĕç. Лайăх вĕт-ха. Тĕп инженерта тĕрлĕ çулсенче Андрей Васильевич Степанов, Валерий Иванович Ильин, Александр Иванович Григорьев тăрăшнă. Халĕ çак тивĕçе, Наталия Николаевна Данилова пурнăçласа пырать, хăех бухгалтер та. Ăна Елена Вячеславовна Николаева пулăшать. Вăл ĕçĕпе тир-сăран касакан шутланать. Фабрикăра чылайранпа, хăй каланă тăрăх, вунтăватă çул. Цехра ĕçлекенсемпе вăл паллаштарчĕ. Елена Вячеславовна каланă тăрăх, ыттисем те предприятире нумайшар çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ, тахçанах хăйсен ĕçĕнчи ăстасем пулса тăнă. Хăшĕ-сем пĕр-пĕрне улăштарса ĕçлеме те пултараççĕ. Екатерина Валерьевна Кузьмина, акă, станокпа пукансем тумалли пăрăхсене кирлĕ пек виçепе тăпкăл-тăпкăл авать. Çемьеллĕ, икĕ ачи шкула чупать. Петр Витальевич Никонов сварщик ĕçĕсене пурнăçлать, пукансен урисене, ытти детальсене шăратса çыпăçтарать. Алена Владимировна Красновапа Альбина Васильевна Степанова степлерщиксем, çак вăрттăнлăха лайăх алла илнĕ вĕсем. Галина Ивановна Дедова фабрика мĕн хута кайнăранпах кунта тăрăшать, сварка хыççăн пукансен урисене сăрласа чиперлетет. Ĕç майне ла-йăх пĕлнине каларĕç ун пирки. Ыттисене те асăнар: пăрăхсене хăйраса якатакан Николай Николаевич Архипов, виçепе пăрăх касакан Виталий Михайлович Алексеев тимленипе кирлĕ пек кăмăллă пулса тухаççĕ те изделисем. Светлана Валентиновна Петрова техслужащипе Александр Петрович Кузьмин хуралçă та май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ мĕн енĕпе те пулса. Пĕр-пĕрне алă тăсса памасан ĕç тикĕс каймасть вăл. Коллектив вара пĕр-пĕрне хисепленипе, сума сунипе çирĕп. Ун пек çĕрте ĕç кал-кал пырать. Пукан фабрикинче те производство чарăнса тăмасть: касаççĕ, аваççĕ, шăратаççĕ, якатаççĕ, сăрлаççĕ - эрнере пилĕк кун çапла, кашни кун ирхине саккăртан пуçласа каçхине пиллĕкчен ĕç вĕрет. Апат вăхăчĕ пĕр сехет. Киле кайса апатланаççĕ-и е ятарлă вырăнта фабрикăрах кăп-кап хыпкаласа яраççĕ - хăйсен ирĕкĕ, чи кирли вăхăтра ĕçре пулмалла пурте тикĕс пытăр тесен. Çапла ăнлантарчĕç мана. Ĕç укçи - ĕçленĕ тăрăх. «Вăл начар мар пирĕн, минималкăран пысăкрах ларать. Аванса шутласа, ĕç укçине уйăхра икĕ хутчен илетпĕр»,- терĕ ĕçлекенсемпе тата вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă Елена Николаева. Унтан хушса хучĕ: «Ялта çакăн пек ĕç пурри начар-и вара/! Тавах хамăрăн хуçасене».

Çавах та чи лайăххи, чи пахи - заказсем килсех тăни, вĕсем çителĕклĕ пулни. Заказчиксене кÿрентермеççĕ. «Тепĕр чухне вĕсем ыйтнине вăхăтра, хăйсем кăтартнă срокра, пурнăçласа ĕлкĕрме те йывăр, анчах тăрăшатпăр»,- терĕç ăста пуканçăсем. Ку тĕрĕс ĕнтĕ, вĕсемпе пĕтĕмпех килĕ-шетĕп, пĕр хисепрен тухсан, ăна каялла тавăрма йывăр. Продукци вара таçта та ăсанать - Ульяновска та, Хусана та, Шупашкара та, ытти çĕрти суту-илÿ точкисене те. «Хамăр та тиесе ăсататпăр, хăйсем те килсе илеççĕ, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлеме, заказсем пулсах тăччĕр тесе тăрăшатпăр»,- çапла каларĕ производствăна вырăнта йĕркелесе пыракан Наталия Николаевна Данилова. Пуянкассисен хатĕр продукцине, таварне республика тулашĕнче те, тĕслĕхрен, çакăн пек пысăк хуласем Ульяновск, Хусан та, хапăл туянаççĕ пулсан, тавар пахалăхĕ лайăх ĕнтĕ, конкурентлă. «Ку таранччен пирĕн пукансене тиркени е хурлани пулман»,- сăмах çинех çапла каларĕç кунта ĕçлекенсем. Канашри «Лидер», «Орион» магазинсем кăмăлланине те пĕлтерчĕç пуянкассисен пукан продукцине. Шупашкара ярмăрккана та каять терĕç. Тĕрлĕ ялсенчен те çынсем харпăр хăйне валли сахал мар туяннă. Çапла вара заказчиксемпе çыхăнăва çывăхлатсах пыма, туслă та тухăçлă ĕçлеме тăрăшнине каларĕç, вĕсемпе хутшăнăва çĕнетсе тата вăйлатсах пыни чи малтанах хамăршăн лайăх, терĕç, çулла та, хĕлле те сип-симĕс хыр-чăрăш хÿттинче вырнаçнă «Буяново» ООО предприятире ĕçлекенсем. Паха шухăш-кăмăл, ырă ĕмĕт.

 

Иван ГЛАДКОВ

Проект Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрсе пырать

Поделиться:
Распечатать