• Августăн 16—17-мĕшĕсенче Чăваш Республикин тĕп хули юратнă Шупашкарăмăр 556 çул тултарнине чаплăн уявлама палăртнă май, Шупашкарта 100 ытла культура тата спорт мероприятийĕ иртĕ. Чăваш Енре пурăнакансене тата хăнасене «Иванушки International», «Катюша» ушкăнсем, хамăр тăрăхри юрăçсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç.
• Чăваш Енре кăçал «Агропромышленноç комплексĕ валли — кадрсем» проект старт илнĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ — отрасле аталантарма кадрсем хатĕр-лесси: шкулсенче агроклассем йĕркелесси, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ял хуçалăхĕнче ĕçлеме пĕлÿ парасси, вĕсене ялсенчи предприятисенче практика тухма пулăшасси, пурăнмалли вырăн илме тата çурт-йĕр тума пулăшу кÿресси, ялсенчи объектсене çĕнетесси.
• Юлашки 5 çулта Чăваш Енре çĕр-çĕр объекта хута янă: пурăнмалли çуртсем, общество вырăнĕ-сем, сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ, культура, социаллă сфера учрежденийĕсем. Тĕслĕхрен, 158 общество вырăнне, 1200 картиш территорине хăтлăлатнă, 2020 çултанпа çĕнĕ 9 шкул, 24 ача сачĕ ĕçе кĕртнĕ. Çак ĕçсемпе республика федерацин Атăлçи округĕнчи хула хутлăхĕн пахалăхĕн рейтингĕнче тăваттăмĕш вырăнта.
• 2020 çултанпа республикăра пурăнмалли 3,7 миллион ытла тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — ку вăл умĕнхи пилĕк çуллăхринчен нумайрах. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа 450 пин тăваткал метр ытла ĕçе кĕртнĕ.
• Ĕç рынокне аталантарас тĕлĕшпе ăста специалистсем хатĕрлесси мала тухать. Экономикăра вĕсем çителĕксĕр. Прогнозсем тăрăх, 2029 çул тĕлне кадрсен çак дефицичĕ пысăкланса 39 пин çынна çитĕ. Квалификациллĕ водительсем, строительсем, электромеханиксем, ял хуçалăх ĕçченĕсем, сварщиксем, газпа металл касакансем — çителĕксĕр специальноçсен списокне малалла та тăсма пулать.
• Ыран, августăн 16-мĕшĕнче, Шупашкарта виççĕмĕш хут Çырла фестивалĕ иртет. Унта пахчаçăсем, фермерсем, çырла çитĕнтерекенсем, яла аталантарма тăрăшакансем, çав шутра пирĕн Тăвай округĕнчен те, хутшăнĕç. Фестиваль Машиностроительсен проспекчĕ, 1 адреспа иртет, 10 сехетре пуçланать.
• Чăваш Енри нумай ачаллă 882 çемье çĕр лаптăкĕ вырăнне укçа илмелли пулăшупа усă курнă, вĕсене пĕтĕмпе 230,9 миллион тенкĕ тÿленĕ. Çав шутра 2025 çулта çак пулăшăва 264 çемье илнĕ — 65,7 миллион тенкĕлĕх. Пирĕн округра та асăннă пулăшăва илнисен йышĕ хушăнсах пырать.
• Августăн 14-мĕшĕнче, Пыл Спасĕнче, Патăрьел округĕнчи Юхмапа Пăла тăрăхĕнче Николай Терентьевăн утарĕнче хурт-хăмăр ăстисен регионсем хушшинчи «Пыл хуртне пулăш» форумĕ иртнĕ. Унта утарçăсем кÿршĕллĕ регионсенчен те килнĕ. Форумра хурт-хăмăр ĕçĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă, кăçалхи сезона пĕтĕмлетнĕ, малашлăх плансене палăртнă, хурт-хăмăра сиплес, хĕле хатĕрлес ыйтусене сÿтсе явнă, пыл куравĕ тата дегустацийĕ пулнă.
• Чăваш кĕнеке издательстви Иван Прокопьев-Чуралĕн «Пирĕн тăрăхри пулăсем. Рыбы наших водоемов» сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнă. Автор ачасене Чăваш Енре пурăнакан е тĕл пулакан вăтăр пĕр пулă çинчен (вĕсен ячĕсене икĕ чĕлхепе çырнă) сăвăласа каласа парать. Кĕнекене пулăсен пурнăçĕпе çыхăннă интереслĕ фактсем те кĕртнĕ.
Иван ГЛАДКОВ хатĕрленĕ