Чутей территори уйрăмĕнче пурăнакансен пĕрлĕхĕ вырăнти кирек мĕнле пуçарăва та пурнăçлама пулăшать. 2025 çулта пуçару проекчĕпе палăртнă ĕçсем пĕтĕмпех пурнăçа кĕнĕ: чиркÿ çывăхĕнче купель уçăлнă, Ишпуçĕнче масар çулне якатса вак чул сарнă, Чутей тата Ишпуç ялĕсенчи урамсенче лампочкăсене улăштарнă. Кунсăр пуçне тепĕр çулхи планра: Ишпуç масарĕ тавра картана юсасси, Чутей ялĕнчи Чапаев урамĕнчи кÿлле тасатасси, купель çумĕн-чи çăл тавра хăтлăх кĕртесси (анса шыв ăсма картлашка, лармалли саксем тăвасси).
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2017 çулхи февралĕн 22-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Республикин территорийĕнче пуçаруллă проектсене пурнăçласси çинчен» постановленине пурнăçа кĕртнĕ май, Çĕнĕ Ишпуç ялĕнче шкул автобусĕ валли чарăну павильонĕ туса лартнă. Ку питĕ паха ĕç, мĕншĕн тесен унччен ачасен уçă тÿпе айĕнче автобус кĕтме тивнĕ — кĕрхи çумăрлă, сивĕ те çиллĕ хĕл кунĕсенче те.
«Халĕ ялта чарăну павильонĕ пурри ачасене шкул автобусне кĕтсе йĕпе-сапаран пытанма май туса пачĕ»,— теççĕ ишпуçсем савăнса. Чарăнăва «Ачасем — пирĕн пуласлăх» проектпа тунă.
Зинаида ИВАНОВА