1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:58

Сумлă юбилейпе саламларăмăр

Тăрмăш ялĕнче ветерансене юбилейсемпе саламласси ырă йăлана кĕнĕ. Вĕсем пирĕн çĕршыв ырлăхĕшĕн кунне-çĕрне пăхмасăр, хăйсене шеллемесĕр ĕçленĕ, тăнăçлă пурнăçшăн тăрăшнă. Тыл ĕçченĕсемпе пĕрле вăрçă ачисем те терт-асапне пайтах тÿснĕ. Çак йывăрлăхсем витĕр тухнă тылпа ĕç ветеранĕ, Тăрмăш ялĕн хисеплĕ çынни Александр Димитриевич Димитриев. Августăн 11-мĕшĕнче вăл сумлă 95 çулхи юбилейне кĕтсе илчĕ. Тăвай округĕн пуçлăхĕ О.А.Ломоносов салам сăмахĕсемпе пĕрле чечек çыххисем парнелерĕ, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн Тав çырăвне вуласа пачĕ. Александр Димитриевичăн мăшăрĕ Ефросинья Степановна 91 çул тултарнă тата вĕсем мăшăрланни 70 çул çитнĕ.

Юбилейсемпе саламласа Тăрмăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Матросовпа ялти ветерансен Совечĕн председателĕ Елена Матросова хитре те ăшă сăмахсем каларĕç, асăнмалăх парнесем пачĕç. «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕн артис- чĕсем юрă хыççăн юрă парнелерĕç, Игорь Кузьмин купăспа хавхалантарса пычĕ, хăй çырнă юрăпа та саламларĕ. Игорь Васильевичпа Александр Димитриевич пĕр хушă пĕрле ĕçленине пĕлтерчĕç.

Тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕмĕр эпир çак хастар мăшăртан. Халĕ те вĕсем ĕне тытаççĕ, килти ĕçсене пĕрле тăваççĕ. Александр Димитриевич квадрацикл çине ларса часах лавккана кайса килет, мăшăрне те пĕрле илет. Гаражĕнче тем тĕрлĕ транспорт — велосипедран пуçласа пĕчĕк трактор таранах. «Пуринпе те усă куратăп, арăм та пĕрле хутшăнать»,— терĕ юбиляр. Çав тери правур та маттурсем вĕсем.

Эпир шкулта вĕреннĕ вăхăтра пире юрлама Александр Димитриевич вĕрентнĕ, çав вăхăтра классенче 28—34 ача таранахчĕ. Учитель вара нихăçан та вăрçмастчĕ, хитре кĕвĕ калатчĕ те пурте шăп итлесе лараттăмăр, юрлама вĕренеттĕмĕр. Вăл ăста юрлакансемпе уйрăммăн ĕçлетчĕ, сасăсене мĕнлерех тăсмаллине ăнлантаратчĕ. Çавăнпа та пуль шкул хорне хаваслансах çÿреттĕмĕр. Ачасен хорне Наталия Петровна Петрова ертсе, Александр Димитриевич купăспа хавхалантарса пыратчĕç. Хорта 80 ытла ачана тĕрлĕ сасăпа юрлассине йĕркеленĕ. Республика шайĕнче иртекен пионер юррисен смотрĕнче малти вырăна тухрăмăр. Шупашкартан лауреат пулса килтĕмĕр. Кунта та вĕрентекенĕн тÿпи пысăк.

Пĕтĕм уявра пирĕнпе пĕрле Александр Димитриевчĕ. Уйрăмах вăрман вăййине питĕ кĕтеттĕмĕр. Сăхăтпуç акатуйĕнче мĕн чухлĕ юрламан-ши? Тăрмăш халăх хорĕпе те чылай çул ĕçленĕ Александр Димитриев. Эпĕ Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине вĕренсе пĕтерсен яла ĕçлеме килтĕм. Вăл Культура çурчĕн директорĕччĕ. Çумра çакăн пек наставник пулни мĕн тери лайăх пулнă çамрăкшăн! Ун чухне хорсем вăйлă ĕçленĕ. Республика шайĕ таранах смотрсем иртетчĕç. Вăл ăста баянист, тăватă сасăпа юрлаттарнă, кашни партине уйрăмшарăн вĕрентнĕ. Тĕрлĕ смотр-конкурссене хутшăнса яланах малти вырăнсем йышăнаттăмăр. Дипломсемпе пĕрле пире парнесем парса хавхалантарнă: купăс, балалайка, тăмра, гитара... «Ялти чи лайăх культура çурчĕ» ята умлă-хыçлă виçĕ çул çĕнсе илтĕмĕр.

А.Д.Димитриев республикăри культура училищинче пĕлÿ илнĕ, унтан зочно майпа Н.К.Крупская ячĕллĕ Мускаври халăх культура университетĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Чăн-чăн культурăллă, хăйне тытма, калаçма, ĕçе лайăх пĕлекен специалист пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та кашни кун икĕ сехет купăспа вылятăп, тетчĕ. Нил Казаков Александра çамрăк чухнех хора юрлама чĕннĕ. 1954 çулта Тăрмăш хорĕ Мускаври Кремльте юрланинче Александр Димитриевичăн тÿ-пи те пысăк. Александр Васильев композитор та унăн вĕренекенĕ пулнă.

Çемьери татулăх, ăшăлăх, мăшăрĕпе, пĕр-пĕрне ăнланса, юратса пурăнни тата вăй-хăват парса тăрать юбиляра. Ялти почта уйрăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Евруç аппа, эпир Ефросинья Степановнана çапла чĕннĕ. Малтан почтальонкăра, кайран чылай çул ертÿçĕ-ре тăрăшнă. Типтерлĕ, ăслă та ĕçчен, харсăр хĕрарăм вăл. Икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ, вĕрентсе кăларса пурнăç çулĕ çине тăратнă мăшăрĕ-пе. Ачисем çемьеленнĕ, тивĕçлĕ канура пулсан та пурте ĕçлеççĕ. Яла килсе çÿреççĕ, кирлĕ чухне пулăшаççĕ. Тăваттăшĕ Шупашкарта, кĕçĕнни Сергей кăна аякра пурăнать. Эпир саламлама пынă чухне Сергейпе арăмĕ кĕтсе илчĕç пире. Питĕ кăмăллă, лайăх иртрĕ уяв каçĕ, вĕсем те пĕрле савăнчĕç. Асăнмалăх клуба баян парнелерĕ Александр Димитриевич.

 

Елена МАТРОСОВА, Тăрмăш ялĕ

Поделиться:
Распечатать