1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 10:04

СВО паттăрĕпе тĕл пултăмăр

Нÿшкасси ялĕнчи хастарсем СВОра çапăçакансене пулăшассине хăйсен пысăк тивĕçĕ тесе шутлаççĕ. Кунне пĕр маскировка тетелĕнчен кая мар çыхса хатĕрлеме тăрăшатпăр. Çак тĕллевпе куллен ялти клуба пухăнатпăр. Ку пирĕншĕн чун ыйтниех пулса кайрĕ. Надежда Якимова, Зоя Якимова, Любовь Петрова, Галина Орешникова, Клавдия Моисеева (вăл çак ĕçе йĕркелесе тата пулăшса пыраканĕ), Людмила Васильева, Галина Гурьева, Елена Ермолаева, Галина Александрова, Галина Платонова, Юлия Волкова, Владимир Моисеев (вăл материалсене касма пулăшать) тата ыттисем те тимлеççĕ çак пархатарлă ĕçре, çĕршыва, хамăра хÿтĕлекенсене эпир тăрăшни усса кайтăр тесе хавхаланса ĕçлетпĕр. Ялта пурăнакансем укçа та чылай пухса пачĕç материал туянма.

Иртнĕ эрнере вара, шăпах маскировка тетелĕ çыхнă вăхăтра, пирĕн патăрта хамăр ял çынни, СВО хастарĕ Александр Валерьевич Гаврилов (сăн ÿкерчĕкре варринче) пулчĕ. Вăл килне черетлĕ отпуска килнĕ те, чăтса тăрайман, клуба пирĕнпе тĕл пулма васканă. Амăшĕ Галина Алексеевна та пĕрле пулчĕ. Вăл пĕчĕк мăнукĕсене пăхать пулсан та, тăтăшах тетел çыхакансене пулăшма çÿрет. Пурте савăнтăмăр СВО паттăрĕ Александр Валерьевич пире сума суса тетел çыхнă çĕре пырса курнăшăн. Пушă алăпа та килмен — минерал шывĕпе çимеллисем илнĕ пире сăйлама. Вăл хăйсене, СВОра çапăçакансене, маскировка тетелĕ епле пулăшни çинчен каласа пачĕ, тав турĕ пире. Александр Гаврилов ятарлă çар операцине кайиччен шалти ĕçсен пайĕнче, строительство организацийĕнче тăрăшнă, вăл юридика пĕлĕвĕ илнĕ. Отпуска тăваттăмĕш хут килчĕ. «Турă упратăр сире, сывлăхлă пулăр»,— терĕмĕр ăна ăшă тĕлпулушăн тав туса. Сăмах майăн каласан, Александр Валерьевичăн мăшăрĕ кăçал университет пĕтерчĕ. Вĕсен икĕ пĕчĕк хĕрача ÿсет.

Поделиться:
Распечатать