Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн Чутей вулавăшĕ-пе культура çуртĕнче ĕçлекенсем физкультурник кунне халалласа хаваслă вăйă кунĕ йĕркеленĕ.
Уяв программи пуян та интереслĕ пулнă. Малтанах сывлăха епле упрамалли, çирĕп-летмелли çинчен калаçнă, спорт темипе викторинăсем хатĕрленĕ. Мероприятие хутшăнакансем икĕ командăна пайланса тĕрлĕ конкурссемпе эстафетăсенче тупăшнă. Хаваслă Клоун хавхалантарнипе музыка вăййисем иртнĕ: «Тĕл персе лектер», «Чăхпа чĕпписем», «Кам маларах?», «Пулăçă» тата ытти те. Ачасем хăйсен çаврăнăçулăхне, пĕлĕвне, командăра ĕçлеме пĕлнине кăтартнă. Уявра вĕсен савăнăçлă кулли янăраса тăнă.
Çак кун чăн-чăн спорт, сывлăх уявĕ пулса тăнă.