1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 10:01

Сывлăха тата спорта суйлатпăр!

Тăвай округĕнче Физкультурник кунне анлăн паллă тунă. Спорт мероприятийĕсем Тăвай, Çĕнçырма, Тушкил, Кушкă тата ытти ялсенче иртнĕ, хастар канăва пур ÿсĕмри çынсене те явăçтарнă.

Тĕрлĕ ÿсĕмри 200 ытла çын çак ĕç-хĕле хутшăннă, кăмăла каякан вăйăсене суйланă: пляж волейболĕпе мини-футболран пуçласа çăмăл атлетика, самбо, кĕрешÿ тата хаваслă стартсем таранах. Тупăшусем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн иртнĕ.

«Пĕрле эпир сывлăха тата спорта суйлатпăр!»— чĕнÿпе хутшăннă унта ватти-вĕтти.

Поделиться:
Распечатать