1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
18 августа 2025 г. 9:54

Тĕрлĕ мелпе сасăлама пулать

Авăн уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет. Кăçалхи суйлавра сасăлав участокĕсенче те, дистанци мелĕпе те сасăлама пулать.

 

уйлава дистанци мелĕпе хутшăнас текенсен Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕнче авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен заявлени памалла. Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче 8 сехетрен пуçласа авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетчен ДЭГ порталĕн-че (vybory.gov.ru) сасăламалла. Дистанци мелĕ-пе шута илнĕ заявлениллĕ граждансен кăна усă курма ирĕк пур.

«Мобильлĕ суйлавçă» мелĕпе суйлав кунĕсенче регистрацие тăнă вырăнта пулайманнисем, анчах Чăваш Енрен тухса кайманнисем, усă курма пултараççĕ. Вĕсен авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен нумай функциллĕ центр уйрăмĕсенче, территори суйлав комиссийĕсенче е Патшалăх ĕçĕсен порталĕнче заявлени парса, Чăваш Республикинчи хăйсемшĕн меллĕ кирек хăш суйлав участокĕ çумне «çирĕпленмелле». Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнчен кун евĕрлĕ заявленисене участок суйлав комиссийĕсенче те йышăнма пуçлаççĕ.

Асăрхăр: «Мобильлĕ суйлавçă» мелĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче кăна усă курма пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче ку меслетпе усă курмаççĕ.

Раççей Федерацийĕн Тĕп суйлав комиссийĕн йышăнăвĕпе Мускавра 14 суйлав участокĕ уçăлĕ. Унта Чăваш Ен çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче сасăлама пултарĕç. Ку мелпе усă курас текенсен Патшалăх ĕçĕсен порталĕн-че авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен заявлени памалла.

Тĕплĕнрех — Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн сайтĕнче (www.chuvash.izbirkom.ru).

Поделиться:
Распечатать