1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Август 2025 г.
21 августа 2025 г. 16:11

Лачкассинчи ял уявĕнче

Сана саватăп, çĕрĕм-шывăм, юратнă ялăм, савнă ял,

Тивлетÿпе эп çирĕп, сывă, пиллерĕн тÿсĕмлĕх, вăй-хал.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче Лачкассинче ял уявĕ иртрĕ. Вăл Тăрмăш территори уйрăмĕнче вырнаçнă, пысăках мар, тăпăл-тăпăл пĕчĕк ял. «Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă»,— тенĕ халăхра, кунта та çыннисем ырă та ĕçчен, ăслă та сăпайлă, ырă кăмăллă. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Матросова ертсе пыракан «Тăрмăш» халăх фольклор ушкăнĕ уçрĕ уява, концерт тăршшĕпех купăспа Игорь Кузьмин хавхалантарса пычĕ.

 

Тăвай муниципалитет округĕпе территори уйрăмĕн пуçлăхĕсем Олег Ломоносовпа Алексей Матросов уявпа саламларĕç, ялти активистсене Тав хучĕ-сем парса чысларĕç. Акă вĕсем, ял хастарĕсем — Н.Г.Лепилина, Г.А.Николаев, И.П.Звонарева, В.А.Николаева, З.В.Семенова, И.Н.Викторова, А.Г.Степанов, М.В.Игнатьев, Л.В.Михайлова, Г.П.Кузнецова, О.А.Павлова. Пĕр уяв та, субботник-мероприяти те иртмест вĕсемсĕр.

Юрă хыççăн юрă шăранчĕ уяра, ушкăнпа та, пĕчченшерĕн те тухрĕç сцена çине. Надежда Иванова, Роман Сергеев, Алексейпе Елена Матросовсем, Владислав Степанов юррисемпе кăмăллă пулчĕç куракансем. Игорь Кузьмин хăй хайланă юрăсемпе кăмăла уçрĕ.

Лачкасси ялĕнче çуралса, çунат сарса çитĕн- нĕ çынсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнаççĕ пулин те, тăван яла нихăçан та манса каймаççĕ. Пĕчĕкçеç ялтан кăна сахал мар паллă çын тухнă. Ял уявĕпе пĕрле Тимофей Парамонов çуралнăранпа 130 çул çитнине те паллă турĕç лачкассисем. Вăл республикăри пирвайхи музыкант-композиторсемпе — С.М.Максимовпа, Ф.Павловпа, В.П.Воробьевпа пĕрле И.Я.Яковлев уçнă Чĕмпĕр-ти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ, «Чăваш АССР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ята илнĕ (1934). Çавăн пекех Тимофей Парамонович халăхран 500 ытла юрă пуçтарнă. Чăвашăнне кăна мар, ытти халăхсен юрри-кĕввине те сыхласа хăварма тăрăшнă. Вĕсене нотăпа юрламалла тунă. «Туслăх» ушкăн унăн юррисемпе уяв хăнисене паллаштарчĕ. Вăл çав тери талантлă, ăслă та анлă тавракурăмлă çын пулнă. Çамрăклах нота тăрăх сĕрме купăспа вылянă, ашшĕ кĕслепе аван каланă.

2018 çулта Э.С.Ушаковпа М.В.Игнатьев Тимофей Парамонович çинчен «О времени и о себе» ятлă кĕнеке çырса кăларнă. Уявра кĕнекепе тата унăн кун-çулĕпе Эдуард Сергеевич тĕплĕн паллаштарчĕ. Михаил Васильевич пиччĕшĕ пурăннă вырăна, вăл лартнă хыра кăтартрĕ. Парамоновсен кил-çурчĕ аванах, анчах та унта халĕ урăх çынсем пурăнаççĕ ĕнтĕ, хуçисем çĕнĕ хитре кирпĕч çурт лартнă. Тавах Турра, Т.Парамонов çуртне пăсман вĕсем. Тен, музей-çурт тума ирĕк парĕç?

Çак ыйтăва, тен, республика шайĕнче çĕклемелле? — хускатрĕç уяв вăхăтĕнче. Анлăрах çул парасчĕ çак пуçарăва. Туристсем те, паллă композиторсем те килсе курĕç Лачкасси ялне, курмалли татах та пур пирĕн тăрăхра. Т.Парамонов пек этнограф — композиторсен эткерне çамрăк ăру валли сыхласа хăварасчĕ. Тимофей Парамонова сума суса Галина Цветкова сăвăç хăй çырнă сăвва питĕ хавхалануллăн вуларĕ.

Аван иртрĕ Лачкасси ялĕнчи уяв. Çавра сĕтелĕ çинчен те манман, паллах, тутлă хашламапа, кукăль-пÿ- ремечсемпе, чей-компотсемпе сăйланчĕ ял халăхĕ. Тахçантан пĕр-пĕрне курманнисем кăмăлтан калаçрĕç, савăнчĕç.

Тăван çĕрĕм, тăван кĕтесĕм, анне евĕр ăшшăн эс лăпкан, тăтăшах кунта килсе çитсессĕн, ытамна ÿкен те лаш канан.

Çакăн пек уявсем чун-чĕрене уçаççĕ, пуянлатаççĕ, хаваслă туйăм парнелеççĕ, манăçми самантсем хăвараççĕ.

Елена МАТРОСОВА, «Тăрмăш» халăх

фольклор ушкăнĕн ертÿçи

Поделиться:
Распечатать