1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Август 2025 г.
21 августа 2025 г. 16:09

Патриотла тепĕр пĕрлĕх йĕркеленĕ

Майăн 9-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи уявне анлăн паллă турăмăр. Çавна май тепĕр пулăма та палăртса хăвармалла пулĕ.

1945 çулхи майăн 29-мĕшĕнче СССР Аслă командованийĕн приказĕпе килĕшÿллĕн Германи территорине Совет Союзĕн ушкăнне кĕртнĕ. Унăн тивĕçĕ — çĕнĕрен чăмăртанакан ГДРăн власть тытăмне йĕркелеме пулăшасси, фашистла элементсене тупса тĕп тăвасси, Хĕвел анăçĕнчи чикке шанчăклă хÿтĕлесси, агрессорсен çулне пÿлесси.

1949 çулхи Совет Çарĕн ушкăнĕ 3 млн çынна çитнĕ. Пирĕн çар ушкăнĕн пуçĕнче СССР маршалĕ Георгий Жуков пулнă. 1945—1994 çулсенче çар тивĕçне 8,5 млн çын пурнăçланă. Вĕсен шутĕнче Чăваш Енрен те çĕр-çĕр çын пулнă, çав йышра Тăвай тăрăхĕнчен те.

Кăçалхи августăн 14-мĕшĕнче Тăвай округĕнче унта çар тивĕçне пурнăçланă воинсенчен тепĕр общество пĕрлĕхĕ йĕркеленчĕ — «Союз ветеранов ГСВГ (группа советских войск в Германии) и ВД (Варшавского договора) по Чувашской республике».

Унăн пĕрремĕш организациллĕ ларăвĕнче çак общество пĕрлĕхĕн штабĕн ветеранĕсем, унăн республикăри ертÿçи Михаил Никонович Семенов хутшăннă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă. Тĕп тĕллев — вăрçă, тĕрлĕ хирĕçтăрусен, СВОпа тыл ветеранĕ-сен, ГСВГ йышĕнчи паттăрсен, тылри ентешсен хăюлăхне асра тытасси, вĕсен никĕсĕ çинче çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси.

Пухура «Союз ветеранов ГСВГ и ВО по Чувашской Республике» пĕрлĕхĕн Тăвай уйрăмĕн ертÿçи пулма Валерий Васильевич Шашкова суйланă. Вăл хăй те çар службине 1976—1978 çулсенче Германири Потсдам хулинче ирттернĕ. Маларах Германире служба тивĕçне пурнăçланă ветерансен ушкăнне Енĕш Нăрвашри Владимир Васильевич Петров ăнăçлă ертсе пынă. Çак патриотла мероприяти Тăвайри культура çурчĕ умĕнчи Мухтав монуменчĕ умĕнчи лапамра иртнĕ. Малтанах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин паттăрĕсене чысласа лартнă палăк умне чĕрĕ чечексем хунă. Республикăри ГСВГ ветеранĕ-сен Союзĕн ертÿçи Михаил Никонович Семенов Тăвай округĕн уйрăмне ялав панă. Тăвайри кĕмĕл волонтерсен «Надежда» ушкăн пухăннисене патриотла юрăсемпе чунĕсене хавхалантарнă. Округри ветерансен Совечĕн председателĕ Римма Антонова Гурина каласа панă тăрăх, ГСВГ ветеранĕсем те пĕр патриотла ĕç-хĕлрен юлмаççĕ, пур çĕрте те активлăх кăтартаççĕ.

Уяв хăнисем Совет Союзĕн Геройĕ П.Х.Бухтулов ячĕллĕ Тăвайри вăтам шкулти бюст умĕнче паттăра пуç тайнă. Шкул директорĕ Евгений Моряков ертсе çÿренипе Мухтав музейĕпе, паттăрсен залĕпе паллашнă. Округ пуçлăхĕ- пе Олег Ломоносовпа тĕл пулнă самантра çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас пĕлте- рĕшлĕ темăна хускатнă, çĕнĕ пĕрлĕх йĕркеленнине пысăк хавхаланупа йышăннине пĕлтернĕ Олег Анатольевич. «Пĕрлĕхре — пысăк вăй!»— тесе ахальтен каламаççĕ тенĕ.

 

Поделиться:
Распечатать