Чăваш Енри çамрăксем Пĕтĕм Раççейри «Алабуга ТОП» ĕç проекчĕн вахтине тăнă. Республикăри çамрăксен «Радость», «Движение», «Солнце» отрячĕсене пĕрлешсе, çурла уйăхĕн 3—31-мĕшĕсенче Тутарстан Республикинче вăй хурать çак виçĕ отряд. Чăваш Республикинчи 19 представитель Шупашкар, Канаш тăрăхĕнчен тата Тăвай ялĕнчен.
Ку вĕсемшĕн çуллахи кану вăхăтĕнче укçа ĕçлесе илмелли, вăхăта усăллă ирттермелли май кăна мар, çĕнĕ туссем тупса киле хавхалануллă туйăмпа, çĕнĕлĕхсене алла илсе малаллахи талпăну та.
Малтанхи кунтанах çирĕп туслăх, ĕçре ăнланулăх çуралчĕ вĕсенче. Акă мĕн каласа параççĕ «ОМОН» ТОП командирĕ Роман Тайкинпа «Океан» ТОП боецĕ Софья Герасимова: «Пĕр-пĕринпе паллашса çитетпĕр ĕнтĕ. Çакăн пек проекта лекнĕшĕн питĕ хавас. Ĕç яланах пур, пĕр вырăнта лармастпăр. Ыйтусем сиксе тухсан пулăшаççĕ. Мĕнпур персонал ырă кăмăллă».
«Чăваш Республикинчи студентсен отрячĕсен опытлă виçĕ кураторĕ Яна Колесова, Анастасия Иванова, Виктория Воронкова яланах пирĕн-пе пĕрле. Вĕсем командăра пĕрле ĕçлес, вĕренес, аталанас кăмăл-туйăм атмосферине йĕркелеççĕ. Шкул ачисен ĕç проекчĕсене çĕнĕ хăнăхусемпе усăллă опытсем кĕртме тăрăшаççĕ»,— теççĕ Тăвай округĕнчи çамрăксем: Артем Иванов, Егор Королев, Сергей Шакров, Саша Фадеева, Николай Михайлов, Антон Сергеев. Пурĕ 5-ĕн тăрăшаççĕ вĕсем «Алабуга ТОП» суйласа илнĕ ĕç проекчĕн виççĕмĕш тапхăрĕн ĕç отрядĕнче.