Августăн 19-мĕшĕ Тăвай округĕшĕн пĕлтерĕшлĕ кун пулчĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн ĕçлĕ çулçÿ-ревĕ Енĕш Нăрваш ялĕнчен пуçланчĕ.
Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче СССР халăх артисткине Вера Кузьминана халалланă музей экспозицийĕ уçăлнă май, Олег Алексеевич унти экспонатсемпе кăсăклансах паллашнă. Енĕш нăрвашсем çак пысăк пĕлтерĕшлĕ проекта «Ниме — халăх бюджечĕ» программăпа кĕске вăхăтрах пурнăçа кĕртнĕ. Тăван тăрăхпа уйрăлми çыхăннă пултаруллă ентешĕн Вера Кузьминан ĕç-хĕлне ĕмĕрлĕхе асра хăварма шутлани тинех пурнăçа кĕчĕ, терĕç ял çыннисем республика, округ ертÿлĕхне тав тунă май.
«Вера Кузьминична — чăваш халăхĕн пуянлăхĕ. Пирĕн ĕмĕрех çуталса тăракан çăлтăр вăл. Унăн ячĕпе уçнă музей кĕтесĕ яланах куракансене илĕртсе тăтăр. Ăна йĕркелекенсене, ял хастарĕсене пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Халăх пуçарупа тухрĕ, эпир халăх кăмăлне ырларăмăр, пулăшма тăрăшрăмăр»,— тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Енĕш Нăрвашри культура çуртĕнче пулнă вăхăтра.
Вера Кузьмина — чăваш театрĕн чи çутă çăлтăрĕсенчен пĕри. Театр искусствин историне тарăн йĕр хăвараканĕ.
Культура çурчĕн пĕрремĕш хутĕнчи фойере вырнаçнă куравра сцена ăстин пурнăçĕпе тата пултарулăх çулĕпе паллашма пулать. Экспозицире Вера Кузьминичнан харпăр хăй япалисем, ĕç наградисем, театр костюмĕсем, артист карьеринчи паллă самантсене сăнлакан сăн ÿкер- чĕксем, халăх асĕнче юлнă спектакльсен афишисем... Кашни экспонатăн хăйĕн историйĕ. Вăл самана таппине туйма, халăх артисткин эткерлĕх- не тĕкĕнме май парать.
Проекта ĕçе кĕртме 575 пин тенке яхăн укçа кайнă, вĕсенчен 460 пин тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă. Çак пархатарлă ĕçе округ та, халăх та хăйĕн тÿпине хывнă.
Палăртни вырăнлă пулĕ, çакă ĕç те Енĕш Нăрвашри культура çурчĕн инфратытăмне комплекслă майпа малалла аталантарассипе çыхăннă. 2022—2023 çулсенче «Культура» наци проекчĕпе культура вучахне тĕпрен юсанă. 2022 çулта клуб умĕнчи лапамра «Хăтлă хула хутлăхĕ» программăпа тирпей-илем ĕçĕсем ирттернĕ. 2023 çулта территори çывăхĕнче спорт, тренажер тата ача-пăча площадкисем тума май килнĕ.
Çĕнелсе илемленнĕ Культура вучахĕ ватти-вĕттине хăй патне туртать. Вăл ял халăхĕшĕн те, килен-каяншăн та чăн-чăн культура центрĕ пулса тăчĕ. Вера Кузьмина ячĕллĕ музей экспозицине уçни ялсенче те культурăн паха объекчĕсем тума пултарнине кăтартакан паха тĕслĕх, палăртрĕ Олег Николаев.
Паян Нăрвашри культура çурчĕ те, ытти çĕрти пекех, ятарлă çар операцийĕнчи боецсене пулăшакан çынсене пĕр чăмăра пĕрлештернĕ. Волонтерсем республика ертÿлĕхне хăйсем туса кăларакан, фронта ăсатакан продукцин пĕчĕк куравĕпе паллаштарнă: типĕ паексем, шыва парăнман шăрпăксем, маскировка тетелĕсем, хÿтĕлев хатĕрĕсем, нумай функциллĕ амуницин тĕрлĕ тĕслĕхĕсем тата ытти те.
«Пĕрле пулсан пире никам та çĕнтереймест. Тавах сире пулăшу ĕçĕшĕн»,— тесе хавхалантарнă ял хастарĕсене ертÿçĕ.
Олег Алексеевич Вера Кузьминична Чăваш культурине аталантарас ĕçе пысăк тÿпе хывнине пысăка хурса хакларĕ, республикăри паллă çынсен ятне-сумне асра тытасси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çавăн пекех Тăвай округĕнче культурăна аталантарас ыйтусене тата çамрăк талантсене пулăшас мерăсене те сÿт- се явнă тĕлпулу вăхăтĕнче.
Раиса ШУМОВА