1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Август 2025 г.
22 августа 2025 г. 16:00

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăвайра ĕçлĕ çулçÿревре пулнă Иртнĕ ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăвай округĕнче

Иртнĕ ытларикун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăвай округĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнă май Чăваш Енри чи кăтартуллă пулă хуçалăхĕсенчен пĕрне — Евгений Новиковăн Вырăс Нăрваш салинчи форель хуçалăхне çитсе курнă. Унăн бассейнĕсенче 72 пине яхăн пулă ĕрчет. Çакăн пек производство хăвачĕсем çулталăкра 22 тоннăна яхăн таварлăх продукци çитĕнтерме май параççĕ. Çав вăхăтрах кунта пĕтĕм ĕçсен комплексне виçĕ çын кăна пурнăçлать.

Хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Евгений Новиков, республикăри «Фермерсен шкулне» вĕренсе пĕтернĕскер, республика Пуçлăхне лосось ăратри пулăсене ĕрчетнин майĕсем çинчен каласа панă. Унăн предприятийĕ ку енĕпе ултă çул ĕçлет ĕнтĕ, ăна патшалăх пулăшнипе йĕркелесе янă. 2019 çулта Евгений Новиков «Агростартап» грантне 2 млн тенке яхăн илнĕ, унпа производствăна ĕçе кĕртме усă курнă, шыв резервуарĕсене малтанхи пулă чĕпписене тата янă. Малашне «Перспектива» программа тата 8 млн тенкĕлĕх грант пулăшăвĕпе усă курса, пĕрлех хăйĕн укçи-тенкине те хывса пулă ĕрчетмелли тата çитĕнтермелли цеха юсаса реконструкци тунă, электричествăпа тивĕçтермелли автономлă çăлкуçсем, пулă консервисем кăлармалли, сивĕтекен тата шăнтакан оборудовани туяннă. Çапла вăй хурса ĕçлесе «Агростартап» гранчĕпе пăхнă кăтартăва, проекта пурнăçланин пиллĕк-мĕш çулĕнче 7 тонна пулă туса илессине, икĕ хут çурăна яхăн ирттерсе тултарма май килнĕ. «Перспектива» грант кăтартăвĕ-сене те ирттерсе пурнăçланă: планпа пăхнă 18 тонна вырăнне 2024 çулта 22 тонна пулă продукцийĕ туса илнĕ.

Евгений Новиков çавăн пекех пысăк пахалăхлă пулă консервисем кăлармалли цеха хута ярас пирки те хăйĕн шухăшне пĕлтернĕ. Çакна валли çурт хатĕр, производство линийĕн пĕр пайне туянса хатĕрленĕ. Консервăсем кăларма тытăнни хуçалăхăн конкурентлăхне ÿстерессе тата хушма ĕç вырăнĕсем туса хума май парасса шанаççĕ. Бизнес аталанăвĕн тепĕр тĕллевне вара фермер хуçалăха «Агротуризм» проектне кĕртессинче курать.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев форель хуçалăхĕн ĕçне пысăка хурса хакланă тата производствăн çĕнĕ енне пуçарса яриччен малтан хăйĕн суту-илÿ маркине регистрацилеме сĕннĕ. «Пирĕн тĕллев — республикăра рынокăн çĕнĕ сегменчĕсене çирĕплетесси, хамăрăн производительсене хÿтĕлесси. Харпăр хăй регистрациленĕ суту-илÿ маркисĕр çакна пурнăçлама чылай йывăртарах. Туризм вара, чи малтанах, сервис, вăл сирĕн хуçалăх кашни туриста мĕн сĕнме пултарнипе çыхăннă. Çавăнпа пур нюанса та тĕплĕн шута илни кирлĕ, малалла вара пулăшса, тĕрев парса пырăпăр,— сĕннĕ фермера республика ертÿçи.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 2021 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнченпе Совет Союзĕн Геройĕ Петр Харитонович Бухтулов ячĕпе хисепленекен Тăвайри вăтам шкулта та пулнă. Кăçал шкула республикăн вĕрентÿ учрежденийĕсене модернизацилемелли программипе килĕшÿл-лĕн тĕп юсав тунă, çурт тăррине çĕнетнĕ тата чÿречисене улăштарнă. Урăхла каласан, пуласлăха инвестици хывнă.

Республика ертÿçи пурнăçланă ĕçсен пахалăхне хакланă. Регион çуллен вĕрентÿ условийĕсене тата вĕренÿ процесĕн пахалăхне лайăхлатма чылай укçа-тенкĕ хывать. «Мана сирĕн шкула килсе курни питĕ савăнтарчĕ, унта туса хунă условисем лайăх. Шкул çĕнĕ, çапах та ăна модернизацилесе çĕнетсех тăраççĕ, вăл тулашĕнчен те, шалтан та лайăхлансах пырать. Çавăнпах юсаса тăратпăр, оборудование çĕнететпĕр, хатĕрленĕвĕн çĕнĕ енĕсене ĕçе кĕртетпĕр.

Кунта талантлă, пултаруллă ачасем вĕренеççĕ, шкул вĕсене творчествăна, спорта аталантарма тата беспилотниксене алла илме те пулăшать. Чи пахи вара — кунта хăйсен пĕлĕвне пĕтĕмпех ачасене пама хатĕр чунтан тăрăшакан педагогсем ĕçлени»,— вĕренекенсемпе калаçнă чухне хăй курни-ĕненнине пĕлтернĕ Олег Николаев.

Ку енĕпе шкул команди пĕлтĕр «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» проектăн ăмăртăвĕсенче республикăри чи лайăх командăсен топ-10 шутне кĕнĕ. Олег Николаев ачасемпе хаваспах калаçнă тата вĕсен ыйтăвĕсене те хуравланă, шкулта вĕреннĕ çулсенче хăй каникулсене епле ирттерни çинчен те каласа панă. Вĕренекенсем регион Пуçлăхне юлашкинчен символлă парне — йывăçа çунтарса майлаштаракан техникăпа усă курса тунă портрет парнеленĕ.

Республика ертÿçи Совет Союзĕн Геройĕн Петр Бухтуловăн тăванĕсемпе тĕл пулни те паллă эпизод пулса тăнă. 2023 çулта шкул çумĕнчи территорире пуçару бюджечĕ программипе ĕçлесе хăтлă сквер йĕркеленĕ тата унта герой бюстне вырнаçтарнă.

Ĕçлĕ çулçÿреве пĕтĕмлетсе, Олег Николаев Тăвай округĕн пурнăçĕнче ырă улшăнусем вăй илсе пынине палăртнă «Çулпа пынă май, эпир Тăвай центрĕнче республика çулĕ тăрăххăн çулсене юсанине, тротуарсем тунине куртăмăр. Ялта пурăнакансем темиçе уйăх каялла шăпах çак ыйтусене хускатнăччĕ. Тăвай шкулĕн тĕслĕхĕпе республикăра йĕркеленĕ тата вăйра тăракан тĕрлĕ инструментсемпе — патшалăх программипе килĕшÿллĕн юсавпа модернизаци туса çĕнетни, пуçару бюджечĕпе шкул çумĕнчи территорие хăтлăлатни — епле эффективлă усă курма май пуррине курса ĕненме пулать. Çакăн пек системăлăх, комплекслă ĕçлени нумай ырă улшăну тума май парать. Пирĕн тĕллев вара — çакăн пек ырă улшăнусене вăйлатасси»,— палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать