1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Август 2025 г.
22 августа 2025 г. 15:59

Икĕ тĕп ыйту сÿтсе явнă

Виçĕмкун Тăвайра Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Александр Шакин, Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ-сем, территори пайĕсен начальникĕсем хутшăннă. Тĕлпулу малтанах администраци залĕнче иртнĕ.

Икĕ ыйту сÿтсе явнă: Чăваш Республикипе муниципаллă йĕркеленÿсен 2030 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пилĕк çулхи комплекслă программи тата сентябрĕн 12—14-мĕшĕсенчи Пĕрлехи сасăлав кунĕпе сасăлав мелĕсем çинчен.

Чăваш Республикин 2030 çулчченхи комплекслă программипе Александр Шакин паллаштарнă.

Тăвай муниципалитет округĕн 2025—2030 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи çинчен округ администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Евгений Козлов каласа панă.

Сентябрĕн 12—14-мĕшĕсенчи Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен суйлавĕ тата унта тĕрлĕ мелпе — суйлав участокĕ-сенче те, дистанци мелĕпе те — сасăлама пулни çинчен администраци пуçлăхĕн заместителĕ — организаципе контроль, кадрсемпе ĕçлекен тата цифра аталанăвĕн пай начальникĕ Ирина Михайлова чарăнса тăнă.

Тĕлпулăва пĕтĕмлетнĕ май, округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов юлашки пилĕк çулта тунă кăтартусем малашлăх валли палăртнă тĕллевсене те ăнăçлă пурнăçлама çирĕп никĕс пулса тăрасса шанса тăнине пĕлтернĕ. 2030 çулччен палăртнă плансене пурнăçа кĕртни округ пурнăçĕн аталанăвне çĕнĕ шая çĕклеме, пурăнма тата ĕçлеме хăтлă условисем туса хума, территори аталанăвне пур енлĕ тата шанчăклă тивĕçтерме пулăшĕ, тенĕ Олег Анатольевич.

Тушкилти вăтам шкулта та информкунпа пăхнă тĕлпулу иртнĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕн итогĕсене Александр Шакин пĕтĕмлетнĕ. Вăл информкунра сÿтсе явнă ыйтусем актуаллă пулнине, организацисен ертÿçисен тата территори пайĕсен начальникĕсен вĕсене халăх патне май килнĕ таран анлăрах çитерме тăрăшмаллине палăртнă.

Йăлана кĕнĕ йĕркепе çак кун çынсене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă.

Поделиться:
Распечатать