1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 26 Август 2025 г.
22 августа 2025 г. 16:03

Ĕне те хĕле хатĕрленет

Çу кунĕсем вĕçленсе пынă май, выльăхсене ăшă вырăн туса парасси, тутă усрасси çинчен те шухăшлама тивет. Çавăнпа сивĕсем пуçланиччен выльăхсене ăнăçлă хĕл каçарма хатĕрленсе çитмелле, витери шăтăк-çурăксене хупламалла, чÿречесене кантăк лартмалла, сивĕ кĕме пултаракан вырăнсене питĕрмелле.

Ĕнесене хăçан пăрулассине кура сума пăрахтарма пуçлаççĕ. Кĕркуннехи- хĕллехи тапхăрта пăрулаттарса илекен пăрусем тĕреклĕрех çитĕнеççĕ. Пăру сывă пуласси пĕтĕ ĕнене юлашки уйăхсенче мĕнле пăхнинчен нумай килет. Килхуçалăхра ĕнене кунне виçĕ хут апатлама, çавăн чухлех шăварма, ăшă шыв ĕçтерме тăрăшмалла. Сивĕ шыв ĕçтерсен пăру вăхăтсăр çут тĕнчене килме пултарас хăрушлăх пур.

Пĕтĕ ĕнене куллен лайăх утă (10—11 килограмм), сĕтеклĕ апат тата концентрат виçеллĕ кăна памалла. Рациона тăвар, пурă кĕртме юрать. Апата асăннă минераллă япаласене хушни ĕне сывлăхĕшĕн те, пăрушăн та усăллă пулĕ.

 

Поделиться:
Распечатать