• Августăн 21-мĕшĕ тĕлне округĕпе 4209 гектар çинчи тырра çапса илнĕ, пĕтĕмпе ăна 10466 гектар çинчен пухса кĕртмелле.
• Кĕраки пуçланнă май, хальлĕхе 84 гектар кĕрхи ыраш акнă, ăна çумăрсем пуçланиччен Петр Канясев хресчен-фермер хуçалăхĕ акса ĕлкĕрнĕ. Округĕпе кĕрхи тĕш тырă культурисене 2010 гектар акма палăртнă, çакна валли çĕр хатĕрлени 1574 гектар пур ку вăхăт тĕлне.
• Андрей Кузнецов фермер 1 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăларса пухнă, тухăçĕ 100 центнерпа танлашнă. Çак тымарçимĕçе вăл пĕтĕмпе 10 гектар çинче çитĕнтернĕ.
• Владислав Кузьмин пахчаçă 4 гектар çинчен 25 тонна çĕр çырли татса пухнă, вăтам тухăç пĕр гектар пуçне — 62,5 центнер.
• Хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарма 7276 тонна (100,2 процент) утă, 20613 тонна (97,6 процент) сенаж тата 200 тонна силос е 1 условнăй выльăх пуçне 18,4 центнер апат единици хатĕрлесе хунă. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе хуçалăхсем малалла ĕçлеççĕ.