«Сывлăх патне — пĕр утăм» социаллă проектпа килĕшÿллĕн Канашри ММЦăн Тăвайри сывлăх хуралçисен мобильлĕ бригади Пуянкасси тăрăхĕн-че пулнă. Вĕсем 125 çыннăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Ятарлă бригада килессе Любовь Гурьевапа Марина Моисеева фельдшерсем маларахах çынсене пĕлтерсе хунă.
Сывлăха тĕрĕслекен ушкăнра тĕрлĕ профильлĕ тухтăрсем: стоматолог, хирург, терапевт... Кашни пациента чиртен асăрханмашкăн е сипленмешкĕн мĕн-мĕн тумаллине каласа ăнлантарнă. Консультаци вăхăтĕнче хăш-пĕ- рисене республикăри медицина учрежденийĕсенче тĕпченме направлени çырса панă. Тĕрлĕ чир-чĕртен калаçусене те кăсăклансах итленĕ.
Çынсем, паллах, кăмăллă вырăнти тĕрĕслевпе. Сăмахран, куç тата юн пусăмĕн виçин кăтартăвĕсене тÿрех пĕлме пултарнă. Юнри сахăр шайне çийĕнчех палăртаççĕ медицина ĕçченĕсем. Ытлашши виçе пулни те сывлăхшăн сиенлĕ. Юн пусăмĕ ÿсни кашнинех шухăшлаттармаллах.
Пациентсем вырăнтах анализсем парса результатне çийĕнчех пĕлни тем пекех паха пулнине пĕлтереççĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе «Сывлăх патне — пĕр утăм» проект Тăвай округĕнче те ăнăçлă ĕçленине калама пулать. Тепĕр тĕрĕслев Тăрмăш ялĕнче иртнĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕччен округри пур территори уйрăмĕнче те пулĕ куçса çÿрекен сывлăх пункчĕ.