• Чăваш Республикин Пуçлăхне суйланма хăйне хăй тăратнă Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче республика Пуçлăхĕн сентябрьти суйлавĕнче дистанци мелĕпе сасăласси çинчен пĕлтернĕ. Вăл дистанциллĕ электрон сасăлавĕ интернет пур кирек хăш вырăнта та суйлав правипе усă курмалли çĕнĕ йышши шанчăклă мел пулнине палăртнă, сентябрĕн 12—14-мĕшĕсенче пурне те суйлава хастар хутшăнма чĕнсе каланă.
• Шупашкар хулин кунĕ умĕн В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕн гендиректорĕ Михаил Резников «Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ» ята тивĕçнĕ. Çак хисеплĕ ята хулан ĕç, культура, наука, обществăпа политика пурнăçне пысăк тÿпе хывнăшăн параççĕ. Пуçласа çак ята Андриян Николаев космонавт 1983 çулта тивĕçнĕ. Хисеплисен списокĕнче халĕ 44 ят пулнине калаççĕ.
• Хальхи вăхăтра Тăвайри тĕп больница поликлиникинче тĕп юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çакна больницăна çÿрекенсем хăйсен куçĕпех курса ĕненеççĕ. Тĕп юсава «ПМК «СтройИнвест» компани пурнăçлать. Контрактпа 40,2 миллиона яхăн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тумалла. Укçине «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уйăрнă. Проектпа пăхнă тăрăх, çуртăн тăррине улăштарĕç, пÿлĕмсенче отделка ĕçĕсем тăвĕç, инженери коммуникацийĕсене çĕнетĕç. Юсава кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле.
• Чăваш Енри тĕрлĕ оборудовани кăларакан «Текстильмаш» 58 çĕршыва пир-авăр оборудованийĕпе тивĕçтерет: Турци, Китай, Бразили, Инди тата ытти те. Юлашки çулсенче завод хăмла комбайнĕ- сем те туса кăларма тытăннă. Хальхи вăхăтра специалистсем Вăрнар округĕнчи Хураçырма ялĕнче хăмла татакан тата типĕтекен оборудовани вырнаçтараççĕ. Асăннă комплекс 20—25 гектар çинчи хăмлана татса типтерлеме пулăшать. Çак йышши комбайнсемпе ытти регионти предприятисене те тивĕçтерме ĕмĕтленеççĕ.
• Район хаçачĕн иртнĕ номерĕнче Çĕнĕ Пуянкассинчи «Буяново» предприятире чылайранпа хыçлă пукансем, табуреткăсем туса кăларни тата вĕсене вырăнта кăна мар, республика тулашĕнчи пысăк хуласем таранах туянни, заказсем пани çинчен çырса кăтартнăччĕ. Чăваш Енре çавăн пекех йывăç тата тимĕр алăксем туса кăларакан предприяти те чылай. Хăйĕн продукцине вĕсем регионта кăна мар, ют çĕршывсене те ăсатаççĕ. Çакă вĕсене услам тума пулăшать.
• «Мука Чебоксарская» текеннине хамăр енчи пур лавккара та туянма пулать. Сăмах çăкăр, пĕлĕм, кукăльсем пĕçермелли тулă çăнăхĕ пирки пырать. Çак кунсенче «Чăвашхлебопродукт» предприяти чăваш çăнăхне Арменипе Кăркăсстана та ăсатнă. Маларах пĕрремĕш хут Азербайджанпа Таджикистана янă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, экспорт ĕçне йĕркелени пирĕн предприятисене аталанма, тупăш илме майсем туса парать.
• СССР Художникĕсен Союзĕн членĕ, Чăваш художникĕсен союзне йĕркелекенĕсенчен пĕри тата правлени председателĕ пулнă, ЧАССР тата РСФСР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧАССР халăх художникĕ, Ленин тата Халăхсен туслăхĕн орденĕсен кавалерĕ Моисей Спиридонович Спиридонов (Тăвай районĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ, 1890—1981) çуралнăранпа августăн 24-мĕшĕнче 135 çул çитет.