Кăçал округри хуçалăхсен уй-хирĕнче тырпул лайăх çитĕнчĕ, çĕр ĕçлекенсем тăрăшнисĕр пуçне çакна валли çанталăк условийĕсем те аван пулчĕç. Анчах юлашки вăхăтра тăтăш çăвакан çумăрсем, йĕпе-сапа чăрмантарма, ура хума тытăнчĕ, çавна пула вырма ĕçĕсем те кал-кал пулса пыраймаççĕ. Тĕрĕс калаççĕ халăхра «ир тăракан çерçи тулă пĕрчи тупнă е тутă пулнă» тесе. Маларах, хĕвеллĕ, уяр çанталăкра «вăраннисем» вун-вун, çĕршер гектар тырă çапса тĕшĕлеме ĕлкĕрчĕç. Ку питĕ лайăх. Тырпула çухатусăр алла илесси вара хальхи вăхăтра тĕп тĕллев пулса тăрать.
Августăн 21-мĕшĕ тĕлне округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕл- лĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пурĕ пĕрле 4209 гектар е мĕнпур лаптăкăн 40 проценчĕ çинчен пухса кĕртнĕ. Уйран пĕтĕмпе 14445 тонна тырă кĕнĕ, кашни гектар вăтамран 34,3 центнер тухăç панă. Ытларах вырса пухнисем те пур. Тĕслĕхрен, «Акконд-агро фирма» предприятин 1170 гектар çинчи тĕш тырă культурисене пухса кĕртмелле, ку вăхăт тĕлне 740 гектарне (63 процентне) пуçтарма ĕлкĕр- нĕ. Тухăçĕ те лайăх — кашни гектартан вăтамран 41,3 центнер. Валентин Грачев та 957 гектартан 80 процентне яхăн çапса илнĕ. Округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕнче çирĕплетнĕ тăрăх, унăн тунара лараканни тĕпрен илсен çурхи тулă юлнă. «Чутеевский» ял хуçалăх производство кооперативĕ мĕнпур тыррăн 56 процентне пуçтарса кĕртнĕ уйран. Андрей Моряков хресчен-фермер хуçалăхĕ 46 процентне ĕлкĕрнĕ. Вăл çуллен сĕлĕ, урпа тата тулă акать. Сĕлле малтанхи черетпе çапса илнĕ.
Юрий Федоров фермер та пĕрчĕл- лĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пухса кĕртессине вĕçлесе пырать. Анчах унăн техникăлла культура — рапс пур-ха. Ыттисен вара пухса кĕртнĕ лаптăк 40 процентран та катăк. Вырмана вуçех пуçăнманнисем те пур. Çавăнпа тырпула тĕрĕс-тĕкел, çухатусăр пухса илес ыйту çивĕчленсех пырать. Çакă вăл хамăртан та, çĕр ĕçлекенсенчен тата çанталăкран та нумай килет.
Ял хуçалăх управленийĕнче пĕлтернĕ тăрăх, ку вăхăт тĕлне округри 55 тĕш тырă комбайнĕнчен 32-шĕ тухнă хире. Телее, комбайнсен паркĕ хальтерех ку чухнехи икĕ çĕнĕ «уй-хир карапĕпе» пуянланнă: пĕрне, РСМ—142 «Агрос» комбайна, «Кубнинский» агрофирма ку уйăхра лизинг меслечĕпе туяннă, «Россельмаш» ОООран кÿрсе килнĕ. Пĕрлех 7 метр сарлакăш выракан унификациленĕ жатка та туяннă лизингпа. «Акконд-агро фирма» та маларах «Агрос-550» тĕш тырă комбайнĕ илсе килнĕ «Русмашсервис» ОООран, пĕрлех 7 метр сарлакăш выракан унификациленĕ жатка та туяннă, пĕри тепринсĕр май килмест. Вĕсемпе, иккĕленместĕп, çĕрĕçĕнчи чăн-чăн ăстасем тырă çапса тĕшĕлĕç. Телее, уй-хирте тăрăшса çăкăр туса илекенсем, хуçалăх производствинче мĕнпур яваплăха туйса тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансем сахал мар-ха пирĕн. Ун пеккисем ял ĕçне чунне параççĕ тесен те ытлашши пулмĕ.
Кирек мĕнле ĕçре те, çав шутра вырмара та, малтисем пек пулма тăрăшни, вĕсен тĕслĕхне мала хуни, вĕсенчен вĕренни, хăнăхни пĕлтерĕш- лĕ. Вăйсем, хăватсем тан мар пулсан та, çине тăмаллах. Паян вара вырмана ăнăçлă, тăкаксăр ирттересси тата вĕçлесси малта тăрать.
Иван ГЛАДКОВ