1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Понедельник, 25 Август 2025 г.
22 августа 2025 г. 16:07

Волонтерсен аллейи

Тăвай тăрăхĕнчи кашни ялтах СВОри ентешсене пулăшассипе волонтерсен кĕтесĕсем йĕркеленĕ. Куллен хĕрÿ ĕç тăрать Енĕш Нăрвашра та. Çапла вара ыр кăмăллăх ĕçĕ ватти-вĕттине пĕр чăмăра пухрĕ.

Канма та пĕлеççĕ ыр кăмăллăх ĕçченĕсем. Ачи-пăчине те явăçтараççĕ пĕрле усăллă ĕçе. Иртнĕ эрнере, акă, ял-йыш пуçтарăнса пыл сăпасне клуб умĕнчи лапамри хаваслă вăйă-кулăра ирттерчĕ. Çанталăкĕ те савăнтарчĕ. Халăхĕ те кăмăллă пулчĕ. Ялшăн асра юлмалли пулăмпа палăрса юлчĕ. Çав кун клуб умĕнче волонтерсен аллейине уçрăмăр. Шанас килет, çак аллейăри хитре чечексем, тĕмсем ÿссе яла илем кÿрсе ларĕç.

Пысăк тав сăмахĕ каламалла икĕ Михаил Федоровсене, хăйсен юрри-ташшисемпе кăмăла çĕклентерсе тăчĕç. Вĕсенчен пĕр Михаилĕ, ашшĕ, Чăваш Республикин халăх артисчĕ. Ывăлĕ Михаил та пултаруллă, хăйне сăпайлă тытать сцена çинче. Тавах вĕсене ял-йышпа ялан пĕрле пулнăшăн.

Ялти ветерансен совечĕн председателĕ Зоя Герасимова сăмах илчĕ. Хăйсем СВОри ентешĕсене епле пулăшса пынине çутатса пачĕ. «Тетелсем те, ытти хÿтĕлев хатĕрĕсем те çыхатпăр, апат-çимĕçне, ыттине те волонтерсем урлă ăсататпăр, çапла çĕнтерĕве çывхартатпăр тылри волонтерсемпе. Шкул та, культура ĕçченĕсем те, ытти ĕç тытăмĕнче ĕçлекенсем те пĕрле эпир. Тыл пулăшуçисем ячĕпе асăну аллейи хывни — пирĕншĕн пысăк чыс»,— терĕç ялти волонтерсем.

Çакăн пек уявсем ял халăхне питĕ кирлĕ, малашне те пуласса шанатпăр.

 

Поделиться:
Распечатать