Çуллахи каникул вĕçленсе пырать. Çавăнпа Тăвайри муниципалитет округĕнче çурла уйăхĕн 25-мĕшĕпе авăн уйăхĕн 12-мĕшĕччен «Асăрханăр, ачасем» акци пырать.
Шăпăрлансене самантлăха та киле пĕччен хăвармалла мар. Чÿ-рече çине ятарлă блокираторсем вырнаçтармалла, сĕтел-пукана чÿ-рече çумĕнчен аяккарах куçармалла. Уçă чÿрече умĕнче тăракан ачана курсан 02 е 112 номерсемпе шăнкăравласа тивĕçлĕ çĕре пĕлтермелле.
Шăрпăк-зажигалка таврашне пĕчĕккисем асăрхаман вырăна хумалла, унсăрăн пушар тухма пултарать. Ачасен пĕве хĕрринче те хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла, шыва тÿрех сикмелле мар, унсăрăн шăнăр туртма пултарать, чĕре тапма чарăнать.
Çул çинче те ачасем хутшăннипе инкек-синкек тухать. Çакнашкал пулăмсенчен сыхланас тĕллевпе ЧР Вĕрентÿ тата Шалти ĕçсен министерствисем пĕрле çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнчен «Асăрханăр, ачасем!» профилактика мероприятийĕ йĕркелеççĕ.
Закона пăхăнса вунтăватă çула çитнĕ ачасен кăна веломототранспортпа асфальтлă çул çине тухма юрать. Инкек шутне чакарас тĕллевпе вĕсен хăвăртлăха тимлемелле ялан.
Ирина СКВОРЦОВА