1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:29

Чирсене маларах тупса палăртма

Республика Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев «Сывлăх патне - утăм» социаллă проект пуçарса янăранпа сывлăх хуралçисем Тăвай округĕнчи нумай яла çитнĕ. Унăн тĕллевĕ - медицина пулăшăвĕпе усă курассине çăмăллатасси, профилактика ĕçĕсене вăхăтра ирттерсе чирсем аталанасран сыхланасси. Куçса çÿрекен «Сывлăх пункчĕсем» ĕçлени килтен инçе каймасăрах тухтăртан кирлĕ пулăшу илме, çавăн пекех тĕрĕсленме тата уйрăм специалистсемпе канашлама май парать. Тухтăр хушма тĕрĕслев витĕр тухмашкăн направлени те çырса парать.

 

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче медиксен ушкăнĕ Тăрмăш ялĕнче пулчĕ. Çамрăксен скверĕнче палатăсенче çынсем чылайăн пулчĕç, Лачкассинчен те килчĕç хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме. Ытларахăшĕ ватă çынсемпе инвалидсем. Кунта вĕсен юн пусăмне виçнĕ, юн илсе сахăр тата холестерин шайне палăртнă.

Кашнинех терапевт, хирург, невролог, офтальмолог тĕрĕсленĕ, сĕнÿсем панă. Кардиограмма та тунă. Çапла майпа кÿрекен медицина пулăшăвĕ вĕсемшĕн меллĕ пулнине пĕлтернĕ çынсем. Çакнашкал мероприятин пĕлтерĕшĕ чăннипех те лайăх, вĕсем чирсене маларах тупса палăртма пулăшаççĕ. Çавăн пекех сывлăх культурине йĕркелеме тата çынсене хăйсен сывлăхĕшĕн тăрăшма хистеççĕ.

Елена МАТРОСОВА, ялти ветерансен канашĕн председателĕ

Поделиться:
Распечатать