1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:31

Çу каçипех - пылак çырла

Хаçатра Чăваш Енре кăçалхипе виççĕмĕш хут Çырла фестивалĕ иртни çинчен пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Фестивале республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă.

- Çырла туса илесси республикăра çулсерен вăй илсе пырать. Çырла тата унран хатĕрленĕ продукци калăпăшĕ те ÿсет,- палăртнă Олег Николаев.

Республика Правительстви çырла çитĕнтерекенсене май килнĕ таран ытларах пулăшма тăрăшни çинчен те каланă регион ертÿçи. «Республика тата федераци шайĕн-чи грантсене 2021-2024 çулсенче 45 фермер илме тивĕçлĕ пулнă. Тĕллевсене пурнăçа кĕртме ытларах май туса парассишĕн федерацин «Агростартап» гранчĕ çумне регион бюджетĕнчен те 1 миллион тенкĕ хушса пама тытăнтăмăр. «Фермер шкулĕ» ĕçлеме тытăнсан республикăн «Перспектива» грантне ĕçе кĕртрĕмĕр. Çырла тĕмĕ лартма, удобрени туянма, çăмăллăхлă кредит илме пулăшатпăр»,- тенĕ вăл.

Фестивале хутшăнса хăйсен продукцине тăратнисен 80 проценчĕ «Фермер шкулĕнчен» вĕренсе тухнă, çак шкулта ятарлă пĕлÿ пухнă 237 çынран 49-шĕ «Çырла туса илесси» специальноçа алла илнĕ. Вăл шутра - пирĕн Тăвай округĕнчен фестивале хутшăннă Владислав Витальевич Кузьмин та. Вăл 2022 çулта вĕреннĕ унта. «Фестиваль усăллă иртрĕ. Пĕрремĕш кунĕн- чех ĕçлĕ программа йĕркелерĕç. çĕршер çын хутшăнчĕ унта. Унăн картинче «Декоративлă сад ĕрчетесси» тата «Çырла туса илесси» тематика сессийĕсем иртрĕç. Раççейри паллă специалист-экспертсем, консультаци центрĕн специалисчĕсем калаçрĕç. Фермерсем пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрăмăр, çырла тĕмĕсем тата çырла продукцийĕ туянас текенсемпе калаçрăмăр тата ытти те. Паллах, фестивале хамăрпа пĕрле илсе пынă çырла продукцине те сутрăмăр. Заявкăсем тăрăх, республикăн ял хуçалăх министерстви вырăнсем уйăрса панă. Эпĕ хампа пĕрле 50 килограмм çырла илнĕч- чĕ, ăна килограмне 500-шер тенкĕ-пе хăвăртах вырнаçтартăм.

- Паянхи кун тĕлне 4 гектар çинчен 25 тонна çырла пуçтарса илтĕм кăçал. Халĕ те кашни кун татса пухатпăр. Вăтамран вуникĕ-вунпилĕк çын хутшăнать çырла пухма. Ĕç вăйĕ çитмест. Кунне кашни çынна 2 пин тенкĕ çинчен тÿ- летĕп. Ултă кун харăс пĕр сиктермесĕр çырла татма хутшăнакансене кунне 400 тенкĕ çинчен преми те хушса паратăп.

-Çырлана пăсса ямастăр-и, татнине пĕрне вырнаçтарса ĕлкĕретĕр-и; - тетĕп фермера.

- Оптовиксем, курттăммăн сутă тăвакансем, татнине пĕрне илсе кайсах пыраççĕ. Хусана та, Мускава та, Самарăна та, Екатеринбурга та, ытти çĕре те илсе кайсах тăраççĕ. «Пятерочкăпа», Шупашкарти хăш-пĕр магазинсемпе те çыхăну тытатăп. Тепĕр тесен, çырлана вăхăтлăх упрама 4 тоннăллă холодильник те пур манăн. Анчах унпа ытлашши усă курсах кайман. Каларăм-иç, çырлана татнă пĕрне илсе кайсах пыраççĕ тесе.

Хăй каланă тăрăх, çырла туса илессипе Владислав Кузьмин 2019 çулта ĕçлеме тытăннă. Малтан хăйсен килĕнчи пахчара пилĕк сотăй çинче çитĕнтернĕ. 2021 çултанпа вара Улянкă ялĕн улăхĕнче туса илет. Ăна валли çĕре арендăна илнĕ. Хăйĕн шутланаканни те пур. «Фермер шкулне» пĕтерсен федерацин «Агростартап» тата республикăн «Перспектива» гранчĕсене тивĕçнĕ. Вăл миллионсемпе производствăна вăйлатма усă курнине каларĕ. Италирен паха сортлă тĕмĕсем фурăпа илсе килнĕ, Шупашкартах кăларакан Китай тракторне туяннă тата ытти те. Производство ĕçĕ-хĕлĕнче тăкак нумай вăл. Малтанхи тапхăрта ашшĕпе амăшĕ пулăшнă пулсан, хальхи вăхăтра айккинчен çынсене явăçтарать çырла плантацийĕн-чи ĕçсене пурнăçлама. Ремонтантлă сортсем унăн, çу каçипех çырла çитĕнет. Унсăр пуçне вĕт-ха, тухăçшăн тата продукци пахалăхĕшĕн тимлесе, тĕмсене, ретсене çумкурăкран тасатса, ретсене пăхса-тирпейлесе тăмалла - пур ĕçе те вăхăтра ĕлкĕрмелле. Тăрăшать çамрăк фермер. Ĕçлени тупăшлă тата çынсемшĕн усăллă пултăр тесе вăй хурать.

Иван ГЛАДКОВ

Поделиться:
Распечатать