1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:30

Хаваслă иртрĕç

Республика Пуç-лăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Чутейри вулавăшпа культура çурчĕн ĕçченĕсем çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасем валли тем тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ. Пĕр çурла уйăхне кăна илсе пăхар-ха.

ТУСЛĂХ КУНĔНЧЕ. Уяв программи анлă пулнă. Ачасем туслăх, унăн пурнăçри пĕлтерĕшĕ пирки, чăн-чăн тусăн мĕнле пулмалли, пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен калаçнă. Юмахсенчи юратнă сăнарсем - ырă кăмăллă Леопольд кушак, Шăшисем тата пуçтах ашапатман карчăк хаваспах вăйăсене хутшăннă, пĕрле ташланă, çамрăк куракансене савăнтарнă. Кашни ачашăн чи пĕлтерĕшлĕ самант - çĕнĕ туссем тупни, ырă туйăм çуратни тата вăхăта хаваслă ирттерни.

СВЕТОФОР КУНĔНЧЕ. Пĕтĕм тĕнчери светофор кунĕнче «Хĕрлĕ, сарă, симĕс» темăпа иртнĕ пĕлÿ сехетĕнче светофорăн кашни тĕсĕн пĕлтерĕшне тата урам урлă каçмалли правилăсене аса илнĕ, «ДПС инспекторĕ» Буратино пулăшнипе çул-йĕр паллисем тата хăрушă лару-тăруран хăтăлас тесе çул çинче хăйсене мĕнле тытмалли çинчен çирĕплетсе хăварнă.

«ИГРОТАЙМ». Вулавăшра «Игротайм» вăйăсен кунĕсене ирттернĕ. Выляма юратакансем валли библиотекăра ăс-хакăл, аталану, кану вăййисем, пазлсем, шашка, шахмат тупăшăвĕсем йĕркелеççĕ. Тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем те вăйăсемпе кăсăкланма пултараççĕ кунта.

«ВИÇĔ СПАС - ВИÇĔ САППАС». Август уйăхĕ православин аслă уявĕсенчен пуян: пыл, панулми, мăйăр (ăна тата çăкăр спасĕ теççĕ) спасĕсем. «Пыл спасĕ» пĕлÿпе вăйă уявĕнче шăпăрлансем спас уявĕн историйĕпе, йăли-йĕркипе паллашнă, пыл сиплĕхĕ çинчен пĕлнĕ. Çак кун йăлана кĕнĕ тăрăх Руçре пыла кăна мар, шыва та, шыв-шурпа çĕнĕ çăлсене те сăвапланă. Çавăнпа пыл спасне те «йĕпе» теççĕ. Мĕнле уяв вара хаваслăхсăр; Çак кун ачасем Пыл хурчĕпе пĕрле тĕрлĕ вăйăсем вылянă, шÿтлĕ конкурссемпе пыл викторини ирттернĕ. Мероприяти техĕм- лĕ пыллă уяв чейĕпе вĕçленнĕ.

Фольклор тĕлпулăвĕнче килнĕ хăнасене Улмуççи виçĕ спас çинчен каласа панă. Ĕлĕк-авал çак уявсене мĕнле паллă туни, мĕнле апат-çимĕç хатĕрлени, мĕнле юрăсем юрлани пирки ачасем кăсăкланса итленĕ. Панулми çинчен нумай çĕннине пĕлнĕ. Мероприяти вĕçĕнче пурте пылпа, панулмипе тата мăйăрпа сăйланнă.

ХАВАСЛĂ ВЫЛЯВ. Шÿтлĕ лотерея - ача-пăчана савăнтармалли хаваслă та кăсăклă меслет. Чутей библиотекинче «Беспроигрышная лотерея» вăйă иртнĕ. Йăлана кĕнĕ лотерея çинчен пурте пĕлеççĕ. Парне выляв принципне ку чухне те пăхăнаççĕ. Ача-пăча лотерейинче вара хутшăнакансенчен кашниех парне илет. Вылякансен пĕлĕвĕпе кăсăкланма тата савăнтарма клоун Тяпа килнĕ. Парнеллĕ билета туртса кăлариччен тепĕр ларецран пурнăçламалли задани илмелле. Вара тин парне илме пулать. Хаваслă выляв кĕтмен парнесемпе кулăшла заданисенчен тăнă. Чи кирли - кашнине парне тивĕçни, вăйă хавхалану кÿни, ăс-тăна пуянлатни.

Раççей Патшалăх ялавĕн, спорт вăййисен уявне те ирттернĕ çак кунсенче.

Çапла вара Чутей ачисем çу кунĕсене хаваслă та усăллă ирттернĕ.

Зинаида ИВАНОВА, общество корреспонденчĕ

Поделиться:
Распечатать