Пĕрле ĕçленĕ çулсем яланах асра. Акă Зоя Петровна Малюковапа Полина Николаевна Иванова иккĕшĕ те Раççей Федерацийĕн хисеплĕ кинематографисчĕсем. Çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Раççей кино кунне паллă тунă май, тĕл пулчĕç 45 çул туслă хĕрарăмсем.
Иртнине аса илнĕ май ăшă тĕлпулу чылая тăсăлчĕ. Иккĕшĕ те 70 çул урлă каçнă ĕç ветеранĕсем. Канăва тухни те сахалах мар, анчах алă усса ларакан йышшисем мар вĕсем. Кил-çемйишĕн, ачисемшĕн тăрăшаççĕ, тĕрлĕ çимĕç ÿстереççĕ, ыттисене пулăшаççĕ.
Йăлана кĕнĕ тăрăх Раççейĕпех культура министерстви пулăшнипе «Кино каçĕ - 2025» акци иртет. Кăçал ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă. Зоя Петровна киномеханикре Тăрмăшра, Тăвайĕнче 30 çул ытла та тăрăшнă. Полина Николаевнана тăвайсем лайăх пĕлеççĕ ĕнтĕ, чĕрĕк ĕмĕр панă юратнă ĕçе. Вăрçă çинчен ÿкернĕ кинофильмсене халăх йышлăн çÿренине, Филипп Васильевич Матвеев ертÿçĕн хастарлăхне, ытти киномеханиксене ырăпа аса илчĕç. Кино кунне халалланă мероприятисем иртнĕ май, çамрăксене патриотла киносем ытларах кăтартмалли çинчен те калаçрĕç.
Раиса ШУМОВА