1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:34

Кĕлневер инкен ывăлĕсемпе хĕрĕсем

Кам-ха вăл Кĕлневер инке; Тенеялĕнче çуралса ÿснĕ Мăрса хĕрĕ. Хамăр ялах Сергей Савинова качча тухнă. Мăшăрĕпе пĕрле виçĕ ывăл та икĕ хĕр ÿстернĕ. Сергей тете шăнса пăсăлса вăрçăччен çĕре кĕнĕ. Кĕлневер инке вара ачисене пĕчченех ура çине тăратнă. Кĕлневер пирĕншĕн инке. Сергей тетен ашшĕпе пирĕн кукаçи пĕртăвансем пулнă. 1925 çулта Тенеялĕ вăйлă çуннă. Тарăн çырмари çăл шывĕсем те пушара сÿнтерме пулăшайман. Шăп çав çул августăн çирĕм пĕрремĕшĕнче вĕсен кĕçĕн ывăлĕ Ваня тете çуралнă. Шыв çуккипе тарăхса чылайăшĕ улăха Кĕтне хĕррине куçса ларнă. Çапла вара пĕр урам Хутор пулса кайнă. Сергей тетепе Кĕлневер ачисем Хуторта ÿс-нĕ. Сергей тете вилнĕ хыççăн нумай çул та иртмен, вăрçă тухнă.

Аслă ывăлĕ Палля тете вăрçă пуçлансанах фронта тухса кайнă. Вĕсем пирĕн аттепе питĕ туслă пулнă, пĕр кунта авланнă. Пирĕн аттен вилнĕ хучĕ килнĕ, Палля тете таврăнчĕ. Эпир унпа сахал мар калаçнă. «Пĕрре тахăш хулана хăтарсан (ача-пăча пулнă, хула ятне астумастăп) хамăр ялти Сергей Данилович Даниловпа тĕл пултăмăр, хама яла кайса килнĕ пекех туйрăм»,- тенĕччĕ. Вăл та яла чиперех таврăнчĕ. Чылай хушă тăван ял колхозне ертсе пычĕ. Кĕлневер инкен иккĕмĕш ывăлĕ Ваçлей тетепе калаçни те асран тухмасть. Вăл моряк пулнă, купăспа лайăх калатчĕ. Халĕ те хăлхарах вăл каланă купăс сасси. Каласа кăтартнисем те асрах. «Баренцево тинĕсĕпе ишнĕ эпир. Акăлчан карапĕсене нимĕçсенчен сыхланă, бомба пăрахатчĕç, тинĕс хумханать». Таврăнчĕ Ваçлей тете. Кĕçĕн ывăлĕ Ваня тете те вăрçа кайрĕ. Вĕсем Клементей Саньккипе пĕр класра вĕреннĕ. Санькка паллă педагог, поэт чиперех таврăнчĕ. Ваня тете те таврăнчĕ пирĕн телее. Вăл отделени командирĕ пулнă саперсен, миномет полкĕнче. Минăран тасатасси ансат пулман. Вăрçа илсе кайрĕç Кĕлневер инкен хĕрне Марье аппана та. Лайăх астăватăп эпĕ вĕсене вăрçа ăсатнине. Виçĕ Марье тăрантас çинче тутăр сулласа юрлаççĕ. Урам тăрăх çырманалла çурхи шыв юхать. Хĕрсем юрлаççĕ:

Тăрантас çинчен аннă чух

Çемçе курăк таптанчĕ

Тăвансенчен уйрăлнă чух

Çемçе кăмăл хуçăлчĕ.

Вĕсен юрри урам тăрăх аякка каять. Пимкка Микулин Маришĕ, вĕсен кÿрши Сергей Савинов Марйи тата пирĕн урамри Марье, виçĕ Марье юрласа тухса кайрĕç вăрçа. Вĕсене ăсатакансем те эпир, вĕт-шакăрсем çеç. Вăл те 1943 çул, те 1945 çул. Эпĕ ăна çирĕп-пĕн калаймастăп. Çав кунсенче Кĕлневер инке пирĕн пата пыман кун та иртместчĕ. Ачисемшĕн ăшчикĕ çуннă ĕнтĕ. Телее, хĕрĕсем виççĕшĕ те вăрçăран çĕнтерÿпе чиперех таврăнчĕç.

Марье аппа Тушкиле Дмитриев фельдшера качча тухрĕ. Унăн ури çукчĕ. Вĕсен ывăлĕ Николай Тăвайри тĕп больницăн хирургĕ, нумайранпа ĕçлет. Инкен тепĕр хĕрĕ Анна аппа тракторист пулнă, вăл ялта кирлĕ çын, Йăнтăрчăна качча тухрĕ, çемьеллĕ. Сергей тетен ывăлĕсем те чиперех таврăнчĕç тăван яла. Инке ачисене кĕтсе илчĕ. 1952 çулта вăл çĕре кĕчĕ. Астăватăп, анне шăтăк чавма кайнине. «Кĕлневер инке вилнĕ, шăтăк чавма каймалла»,- терĕ. Ун чухне шăтăк чавма арçынсем çитмен. Шартлама сивĕ, анне питĕ шăнса таврăнчĕ. Çапла ăсатрĕç Çĕнтерÿ салтакĕсен амăшне юлашки çула.

Сергей тетепе Кĕлневер ачисем тăван колхозра вăй хучĕç. Ваня тете Октябрьски ГЭСĕн монтерĕччĕ. Яштака, илемлĕ, лайăх, кăмăллă тăван. Халĕ те куç умĕнче. Мăшăрĕ Хĕрлĕ Çыр хĕрĕччĕ, тăванĕсене питĕ хисеплетчĕ. Хутортан яла хăпарсан (çапла калаççĕ ялта) пирĕн пата кĕмесĕр кайман. Хисеплĕ, асран тухман тăвансем. Акă, Ваня тете, сан çĕр çулу та çитсе çапăнчĕ, çул хыççăн çул иртет. Тавах сире, çĕршыва сыхласа хăварнăшăн. Ирĕксĕрех кăркăс писателĕн сăмахĕ-сем аса килеççĕ, паллах, Чингиз Айтматовăн: «Кăркăс çынни, хăйĕн тăванĕсене çичĕ сыпăк таран пĕлмесен, кăркăс мар»,- тенĕ. Пирĕн чăвашăн та çавах. Çичĕ сыпăка çитиччен пĕлмелле. Эпĕ асăннă тăвансем халĕ çук ĕнтĕ, анчах пурте вĕсем асрах.

Роза ПЕТРОВА-АХТИМИРОВА, Шупашкар-Тенеяль

Поделиться:
Распечатать