Эрне пуçламăшĕнче Тăвай муниципалитет пуçлăхĕ Олег Ломоносов ертсе пынипе чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата террорлăхпа кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвĕ иртнĕ.
Унта территори пайĕсен начальникĕсене тата территори суйлав комиссийĕн председателĕсене чĕннĕ. Ларура пурĕ 7 ыйту пăхса тухнă, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем тунă. Яваплă çынсем умне çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тата террорлăхран хÿтĕлес тата сентябрĕн 12-14-мĕшĕсенче Республика Пуçлăхĕн суйлавне хăрушсăр, ăнăçлă ирттерес тĕлĕшпе пурнăçламалли тивĕçлĕ задачăсем лартнă. Çавăн пекех энергетика тытăмĕпе ЖКХ объекчĕсене хĕллехи сезона хатĕрлес ыйтăва та сÿт- се явнă. Пурне те контроле илнĕ.