1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:17

Пархатарлă ĕçшĕн

Тăвай округĕнче вĕрентÿ ĕçченĕсен çурла уйăхĕнчи йăлана кĕнĕ канашлăвĕ иртнĕ. Конференцире Тăвай округĕнчи вĕрентÿ тытăмĕн çитĕнĕвĕсемпе малашлăхри аталанăвне сÿтсе явнă. Вĕрентÿ ĕçĕнче çитĕнекен ăрăва ăс-тăн, воспитани парасси, унăн тĕнчекурăмне йĕркелесси тĕп вырăнта пулмаллине палăртнă.

Конференцин пленарлă пайне Тăвай округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, ЧР Вĕрентÿ министерствин опекăпа попечительлĕх тата ачасен прависене хÿтĕлекен ĕç-хĕле йĕркелекен сектор заведующийĕ Ольга Зверева хутшăннă, сăмах каланă.

Муниципалитет пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан - вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ Ирина Семенова округри вĕрентÿ тытăмĕнчи çитĕнÿсем çинчен чарăнса тăнă, приоритетлă задачăсемпе татса памалли çивĕч ыйтусене палăртнă.

Конференцире вĕрентÿ ĕçĕн, кăçалхи авăн уйăхĕнчен пурнăçа кĕрекен улшăнăвĕсене сÿтсе явнă. Ку вăл - вĕренÿ организацийĕсемпе учрежденисенче воспитани ĕçне вăйлатассипе тата модернизаципе, çавăн пекех чăваш чĕлхине упраса аталантарассипе çыхăннă ыйтусем. Çавăн пекех МАХ наци мессенджерĕ хута ярасси çине тимлĕх уйăрнă.

Видеоçыхăну урлă Раççей вĕрентÿ министрĕ Сергей Кравцов саламне те ăшшăн йышăннă конференцие хутшăннисем.

«Хаклă туссем! Эпир çĕршыв пуласлăхне пĕрле йĕркелетпĕр. Миллион-миллион ача шăпи сирĕн çине тиенет. Пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватăп. Лайăх йăла-йĕркесене упраса, çĕннине пурнăçа кĕртсе пырса пур тĕллеве те пĕрле пурнăçлăпăр»,- тенĕ вăл.

Конференцире пултаруллă педагогсене наградăсемпе чысланă. Вĕрентÿ сферинче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Тĕмерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти географи учительне Наталья Николаевна Чернована «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят панă.

Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине илнисен йышĕнче: Тушкилти вăтам шкулти пуçламăш классен учителĕ Светлана Викторовна Иванова* Мучар шкулĕн-чи пуçламăш классен учителĕ Светлана Ивановна Жаркова* Элпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта акăлчан чĕлхи вĕрентекен Лариса Геннадьевна Моисеева* психологипе педагогика, медицина тата социаллă пулăшу центрĕн методисчĕ Алина Петровна Сормова.

Çавăн пекех вĕрентÿ тытăмĕнчи чылай ĕçчен тĕрлĕ шайри чыславсене тивĕçнĕ.

Алена ИВАНОВА, вĕрентÿ пайĕ

Поделиться:
Распечатать