1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:21

Патшалăх пулăшăвĕ курăмлă

Августăн 26-мĕшĕнче Шупашкар округĕнчи «Чурачикское» акционерлă обществăн выльăх-чĕрлĕх комплексне çитсе курма тÿр килчĕ. Маларах унта ăратлă 510 пуç пăру çитĕнтермелли çĕнĕ производство лаптăкĕ хута кайрĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, комплексра халĕ 3200 пуç выльăх усраççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра предприяти 7 пин ытла тонна сĕт туса илнĕ, ку вăл округра туса илекен сĕтĕн 19 проценчĕпе танлашать. Пĕр ĕнерен вăтамран 7500 килограмм сĕт сунă. Выльăх-чĕрлĕх комплексне малалла татах та аталантарасшăн общество ертÿлĕхĕпе коллективĕ. Паянхи кун 750 пуç вырнаçмалăх çĕнĕ корпус тума тытăннă, пĕрер пин выльăх валли тата икĕ корпус хатĕрлесшĕн. Çаксем пурте - Республика Пуçлăхĕ Олег Николаевăн тĕревĕпе пурнăçланакан пысăк калăпăшлă инвестици проекчĕн тивлечĕ. Çÿлерех асăннă хуçалăх малашлăхлă проекта 80 млн тенкĕ хывнă. Патшалăх 2024 çулта 47 млн, кăçал 32 млн тенкĕ субсидисем парса пулăшнă. О.А.Николаев палăртнă тăрăх, юлашки пилĕк çулта патшалăх енчен АПК аталанăвне пурĕ 35 млрд тенкĕ хывнă. Çакă та ĕнтĕ, аграрисен тăрăшуллă ĕçĕпе пĕрле, Чăваш Ене Атăлçи округĕнче производство кăтартăвĕсемпе малтисен шутĕнче тăма май парать.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пĕрлех çĕр ĕçĕ те аталанать. 4 пин тонна кĕрхи тулă пухса илнĕ, тухăçĕ гектар пуçне вăтамран 65 центнерпа танлашнă. 15 пин тонна сенаж хывнă. «Чурачикское» АО ертÿçи Евгений Шалеев республика пуçлăхне Олег Николаева производствăна пулăшса пынăшăн тав турĕ.

- Ĕçе пуçарса янă чух хуçалăхра мĕнпурĕ те 70 ĕне пулнă. Халĕ, республика пулăшса пынипе предприяти малалла аталанать. Пирĕн умри тĕллевсем уçăмлă та анлă,- терĕ вăл.

Шупашкар округĕнчи çулçÿрев вăхă- тĕнче республика Пуçлăхĕ О.Николаев агропромышленноç комплексĕн ветеранĕсемпе тĕл пулма та вăхăт тупрĕ. Вĕсен пуян опычĕ, ĕçлĕ сĕнĕвĕсем аграри секторне аталантарма пулăшса пынине палăртса хăварчĕ.

- Чăваш Енĕн агропромышленноç комплексĕ хăйĕн позицийĕсене шанчăклăн çирĕплетсе пырать. Регионти мĕнпур йышши продуктăн 15 процентне АПК предприятийĕсем йĕркелеççĕ,- терĕ Олег Алексеевич. Уçă диалог вăхăтĕнче аслă ăру çыннисене Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕсемпе паллаштарчĕ, ыйтусем çине хуравларĕ. АПК ветеранĕсен республикăри Союзĕн вырăна тухса йĕркеленĕ ларăвĕнче курни-илтнисем чунра ырă туйăмсем хăварчĕç. Çакăн пек вăйлă предприятисем пурри çитĕнÿ-сем ÿссех пырасси çине шанăç параççĕ.

Людмила ВАЛЕРИАНОВА, Елена МИХАЙЛОВА, АПК ветеранĕсен пĕрлĕхĕ

Поделиться:
Распечатать