1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:37

Паттăра асăнса бюст

Çĕрпÿ муниципалитет округĕнче паллă çар тата патшалăх деятелĕн Александр Викторов генерал-полковникăн палăкне чаплăн уçнă. Унта чикĕ хуралĕнче тăнă Тăвайри ветеран-пограничниксем те хутшăнтăмăр. Монумента чăвашсен мухтавлă ывăлĕ çуралнăранпа çĕр çул çитнине халалланă. Çакă вăл çĕршыв аталанăвне пысăк тÿпе хывнин тивĕçлĕ хаклавĕ те.

Александр Григорьевич Çĕрпÿ районĕн-чи Иваново ялĕнче 1925 çулхи августăн 24-мĕшĕнче çуралнă. Професси çулне педагогика ĕçĕнчен пуçласа чикĕ çарĕсен командующийĕн должноçне çитнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче тата хыççăнхи тапхăрта тĕрлĕ çар операцийĕ-сене хастар хутшăннă, çакăншăн патшалăхăн пысăк наградисене тивĕçнĕ. Вĕсен шутĕнче - Хĕрлĕ Çăлтăр, III степень Мухтав, Тăван çĕршыв вăрçин орденĕсемпе медалĕсем. Вăл партин XXV, XXVI, XXVII съезчĕсен делегачĕ пулнă. РСФСР Верховнăй Совечĕн депутатне суйланă.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине халалланă мероприятисен шайĕн-че паттăр ятне ĕмĕрлĕхе асра хăварма вара бюст уçас проекта Александр Григорьевичăн мăнукĕ Алексей Варламов тата Раççей Геройĕ, Чăваш Ен Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант пуçарнă.

Палăка Сăнав поселокĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çывăхĕнче вырнаçтарнă. Шкул музейнче А.Г. Викторовăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне халалланă материалсем упранаççĕ. Асăну мемориалĕ çамрăк ăрăва хавхалантаракан пĕлтерĕш- лĕ вĕрентÿпе воспитани ресурсĕ пулма тивĕç. Бюста уçма тата регионсем хушшинчи пограничник-ветерансен футбол турнирне республикăри «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» общество организаци ертÿçи Анатолий Шорников ертсе пынипе округсенчи ветерансем хастар хутшăнчĕç.

Геннадий НИКОЛАЕВ,

Тăвай округĕнчи «Пограничниксен пĕрлĕхĕ» обществăлла

организаци председателĕ

Поделиться:
Распечатать