1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:27

Пĕр çемьерен - виçĕ чемпион!

Тăвай шкулĕнче пулнă май, Алексеевсен çитĕнĕвĕсем пирки интересленсех тăратăп. Учительсем ырланине савăнсах итлетĕп: «Николай - отличник, Павелпа Вячеслав та - чи лайăх вĕренекенсен шутĕнче».

Мĕншĕн тесен вĕсем манăн вĕренекенсем те. Виççĕшĕ те ача-пăча аталану центрĕнчи шахмат-шашка секцине хаваспах çÿреççĕ. Николай кăçал 8 класра вĕренме тытăнать, шахматла выляссипе округ чемпионĕ вăл. Павел шахматла та, шашкăлла та ăста вылять. Шашкăлла икĕ хутчен республика призерĕ пулнă. 7 класра вĕренме пуçлаканскер «Шурă ладья» вăййин округри чемпионĕ .

Вячеслав - 4 класс ачи. Шашкăлла выляса кăçал республика чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Виççĕшĕ те питĕ тарават та кăмăллă яшсем. Мăн кăмăллăх тени вĕсемшĕн мар. Ачасен амăшне, Оксана Владиславовнана, ырă сăмахсем каларăм, хам та вĕсен çитĕнĕвĕсемшĕн савăннине пĕлтертĕм.

Ăнăçу сире, Николайпа Павел тата Вячеслав!

Владислав ПАСТУХОВ

Поделиться:
Распечатать