1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:22

Пресс-центр

• Августăн 28-мĕшĕ тĕлне округĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисене пĕтĕмпе 4621 гектар (планăн 44,2 проценчĕ чухлĕ) пухса кĕртнĕ. Пурĕ 15793 тонна тырă çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектар вăтамран 34,2 центнер тухăç панă. Тырă пуссисенче 40 комбайн ĕçленĕ.

• 280 гектар çĕртме сухи тунă.

• Кĕрхи тĕш тырă культурисене хальлĕхе виçĕ хуçалăх - Петр Канясев ХФХ, «Акконд-агро фирма» АО тата «Хучели» ООО пурĕ пĕрле 299 гектар (планăн 15 проценчĕ чухлĕ) акнă. 90 гектарне кĕрхи тулă, ыттине ыраш йышăннă. Çĕр хатĕрлени пурĕ 1582 гектар (79 процент) пур.

• Андрей Кузнецов фермер 1 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр тата 2 гектар çинчен 8 тонна севок кăларса пухнă. Пĕтĕмпе вăл 10 гектар хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 5 гектар севок-сухан лартнă.

• Ку вăхăт тĕлне кашни условнăй выльăх пуçне 18,4 центнер апат единици чухлĕ утă-улăмпа сенаж тата силос хатĕрлесе хунă.

Поделиться:
Распечатать