Республикăри шкулсен паркĕ çак кунсенче çĕнĕ 39 автобуспа пуянланнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев автобуссен уççийĕсене Шупашкарти Республика тÿремĕнче савăнăçлă лару-тăрура панă.
Çĕнĕ автобуса Тăвай округĕнчи Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкул та тивĕçнине палăртма кăмăллă.
Автобуссем хă- рушсăрлхăн мĕн-пур требованийĕ-сене тивĕçтереççĕ: ГЛОНАСС, тахографсем, йăлтăркка маяксем - пурте ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтермешкĕн.
«Пирĕн ачасене çул çинче хăрушсăрлăхпа хăтлăх кÿресси - чи пысăк тĕллев тесе шутлатăп»,- тенĕ округ пуçлăхĕ Олег Ломоносов.
Раиса ВАСИЛЬЕВА