Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче пирĕн çĕршыв Раççей Федерацийĕн Патшалăх Ялавĕн кунне паллă турĕ. Ăна 1994 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе йышăннă. Патшалăх Ялавĕ çĕршывăн пĕрлĕхне, вăй-хăватне, тăнăçлăхне кăтартать, мăн асаттесен паттăрлăхне тата çĕршывăмăрăн пĕлтерĕшлĕ çитĕнĕвĕсене аса илтерет. Ялав - пирĕн çĕршывăн аслă символĕ, пирĕн мăнаçлăх.
Çак кун Çĕнĕ Ишпуçĕнчи культура çуртĕнче ял çыннисемпе хăнасем валли «Тăван çĕршывăн виçĕ тĕсĕ» уяв концерчĕ иртнĕ.
Малтанах культура çурчĕн ĕçченĕ Ольга Архипова тухса калаçнă. Вăл концерта пухăннă çынсене уяв ячĕпе саламланă, çак кун пуриншĕн те чи пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен палăртса хăварнă.
Программа пуçламăшĕнче пурте пĕрле Раççей тата Чăваш Ен Гимнĕсене шăрантарнă. Уяв концертĕнче «Домисолька» ача-пăча ансамблĕ тата яла канма килнĕ шкул ачисем туслăх, тăнăçлăхпа килĕшÿ, пирĕн юратнă çĕршыв çинчен юрăсем янăратнă, Раççей ялавĕ çинчен сăвăсем вуланă.
Екатерина Петрова солистка шăрантаракан «Матушка земля» юрă пурин чĕринче те хамăр çĕршывшăн мăнаçлăх туйăмне çуратнă. Залра ларакансем ачасен илемлĕ ташшисене курса киленнĕ, уйрăмах «Катюша» ташă кăмăла кайнă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 80 çулхи юбилейне халалласа Оля Петрова куракансене «А закаты алые» юрăпа паллаштарнă.
Концерт вĕçĕнче «Манăн Раççей - манăн çĕршыв» юрă янăранă. Программăна Ольга Архипова культорганизаторпа пуçламăш классене вĕрентекен Любовь Краснова хатĕрленĕ. Ертсе пыма Глеб Никитин хутшăннă.
Куракансем вырăнти артистсене лайăх кăмăл-туйăм, савăнăç парнеленĕшĕн тав тунă.
«Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ мероприяти çитĕнекен ăрура патриотла туйăмсем çуратма, вĕсене хăйсен çĕршывĕн культура эткерлĕхне лайăхрах ăнланса илме пулăшаççĕ.
Зинаида ИВАНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ