Тăвайсем хăйсен тĕлĕнмелле пĕрлĕхĕпе тата чун-чĕре ăшшипе хамăрăн ятарлă çар операцийĕнче çапăçакансене малалла та тăрăшса пулăшнипе мухтанмасăр, мăнаçланмасăр тăма çук. Çынсен пуçарăвĕ-сем хушăнсах пыраççĕ.
Енĕш Нăрваш тăрăхĕнче пурăнакансем тимĕр-тăмăр пухса тата ăна сутса пухнă укçа-тенкĕне ятарлă çар операцийĕнчи ентешсем патне ямалли шухăша Çĕнĕ Пуянкасси ял территорийĕнче пурăнакансем те ырласа йышăннипе кăмăллă эпир.
Çар çыннисен çемйисен комитечĕ, райпо лавккисем, предпринимательсем, ялти активлă çынсем пурте пулăшма тăрăшаççĕ - укçа-тенкĕ, япаласем, тĕрлĕ çимĕçсем тата ытти те пухаççĕ ятарлă çар операцийĕнчисене валли. Паллах, алă ăстисем маскировка тетелĕсем, ăшă тумтир çыхаççĕ, окоп çуртисем туса хатĕрлеççĕ, çĕнтерĕве çывхартма вăй хураççĕ.
Çаксене нумаях пулмасть Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пирĕн яла килсен хăй курса ĕненчĕ, çакăн пек пысăк пулăшушăн пурне те тав турĕ.
Зоя ГЕРАСИМОВА, Енĕш Нăрваш ялĕнчи ветерансен пĕрлĕхĕн председателĕ