1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:25

Спартакиадăра - иккĕмĕш

Çĕрпÿре муниципалитетсен депутачĕсен спартакиади иртнĕ. Вăл спорт аэробики енĕпе тĕнче тата Европа чемпионĕ Алексей Германов ертсе пыракан зарядкăран пуçланнă.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов депутатсене ăнăçу суннă. «Спартакиада спорт кăна мар, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти политикин пĕр пайĕ пулса тăракан сывă пурнăç йĕрки пулнине палăртнă»,- вăл.

Ăмăртусен программинче - мини-футбол, çăмăл атлетсен эстафети, хаваслă стартсем, канат туртасси. Депутатсем кĕлетке çирĕплĕхне, командăпа тупăшма пултарнине çирĕплетнĕ. Килте вара хуçисемех мала тухнă. Тăвай округĕн команди - иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Шупашкар муниципалитет округĕ виççĕмĕш пулнă.

Хăш-пĕр тупăшусене илсен, пирĕн депутатсем мини-футболпа хăйсенчен никама та ирттермен. Эстафетăра, «Хаваслă стартсенче» - иккĕмĕш, ГТО нормативне пурнăçлассипе тăваттăмĕш вырăнсенче.

Алексей БЕЛОВ

Поделиться:
Распечатать