Тăвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕнче 40 çул каялла ĕçлеме пуçланă зпĕ. Геннадий Соловьев тĕп редактор, Иван Гладковпа Иван Соловьев, Раиса Шумова, Валерий Илларионов, Николай Сидоров журналистсен пултарулăхĕпе кунсерен чуна хывса паллашаттăм. Вĕсем пекех опытлă çыравçă пулма ĕмĕтленеттĕм. 40 çул каялла калăпланă пĕрремĕш тĕрленчĕке паянхи вулакансене сĕнетĕп халь.
Çуркунне. Вĕçсĕр-хĕрсĕр сарăлса выртакан уйра тĕрлĕ транспорт кĕрлет. Вĕсен хыççăн çĕр хура пуставпа витĕнет. Хĕвел хытăрах хĕртнĕ май çĕр аннемĕр тумне улăштарать. Куçа симĕс тĕс илĕртме тытăнать.
Çулла. Кунсерен пĕлĕ-телле кармашать ешĕл калча. Ара, ял ĕçченĕсем ăна «имçамланă», шăварнă, кăпкалатнă. Тухăçĕ вара пулмаллах. Кĕçех ылтăн пучахсем кун çути кураççĕ. Тÿпери сарă хĕвел вĕсене пĕр шеллемесĕр хĕртет. Ял çынни шăрăха пăхмасăр çĕрулми е выльăх кăшманĕн ани çинче тăрăшать, утă пухса купалать. Тар тăкса ĕçленĕрен, пахча çимĕçĕ те чуна савăнтарать. Уй-хир тумне улăштарма тытăнать авă.
... Кĕркунне. Тинĕс пек хумханать тырă-пулă. Тулли пучахсене сĕртĕнсенех алă çине шултра та сĕтеклĕ пĕрчĕсем тăкăнаççĕ. Кĕçех комбайнсем ылтăнăн курăнакан çĕр-аннемĕр кавирне сиреççĕ, ăнса пулнă тырра çапса тĕшĕлеççĕ.
Колхоз пÿлми хаклăран та хаклă пуянлăхпа тулать. Сарă тырă-пулă, чăмăртан та пысăк çĕрулми, сахăр кăшманĕ, тутлă панулми, «симĕс ылтăн» - пурте пур.
Хĕлле. Сĕтел çинче - кăмакаран пиçсе тухнă çавра çăкăр. Сăмсана ырă шăршă кăтăклать. Тирпейлĕн тытатăн çăкăр чĕллине, астиветĕн. Епле тутлă вăл, ял ĕçченĕ тарĕпе хутăшса пулнă çăкăр.
Çĕрпе çывăх туслă ял çыннисемсĕр пуçне кам çитерĕ-ши пире çăкăр, кам туса илĕ-ши çĕр çинче çитĕнекен тĕрлĕ пуянлăха; Сирĕн ĕçе чунтан хисеплесе тата уяв ячĕпе тав тăватпăр сана, ял ĕçченĕ.
Альбина ТИМОФЕЕВА