Пирĕн ачасем сисĕнмесĕрех ÿсеççĕ. Çавна май вĕсен укçа-тенкĕ-пе те ытларах усă курма тивет. Ятарлă пĕлÿ илме май пурри те ачасене пулăшать.
Тăвай округĕнчи тĕп библиотекăн çамрăк вулаканĕсен кашни занятинченех финанс пĕлĕвĕ хушăнса пырать. Çак кунсенче «Финанс тĕнчи. Тăкаксемпе тупăшсем» пĕлÿ сехечĕ иртрĕ. Заняти вăхăтĕнче ачасем укçа-тенкĕ, бюджет, тăкаксемпе тупăшсем çинчен калаçнă, çемьен уйăхри тупăшĕ мĕнрен тăнине тата ăна ăçта тăкакланине те тишкернĕ.
Татьяна МАНИШЕВА, библиотекарь