1492 çулта Христофор Колумб Кубăна çитсе чарăнсан туртакан çынсене пуçласа курнă.
- Сирĕн çăварта мĕн япали; - тесе ыйтнă. «Сигаро»- тесе хуравланă лешсем.
Раççее пирус 1585 çулта Архангельск хули урлă çитнĕ. 1697 çулта ăна Петĕр патша сутма ирĕк панă. Пĕрремĕш Елизавета патша туртакан çынсене вăрăсем тесе шутланă. Америкăра 19-мĕш ĕмĕрччен пируса туртман, чăмланă.
Пирус туртакансен 85 проценчĕ рак чирĕпе вилет, 30 проценчĕ чĕре чирĕпе аптăрать. Пирĕн çĕршывра пирус туртнипе кашни çул 400 пин çын вилет.
Ăсчахсем тĕпченĕ тăрăх Раççейре туртакансен шучĕ малашне чакмасан 2030 çулта çак сăлтава пула 1 миллион çын вилме пултарать.
Татьяна ИГНАТЬЕВА, врач-нарколог