1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:27

Ветеринарсем экскурсире

Иртнĕ эрнекун Тăвайри ветстанцирен халĕ ĕçлекен ветеринарсемпе ветерансем пурĕ - 18 çын - Газель машинăпа çула тухрăмăр. Хамăрăн професси уявĕ экскурсире пуласси йăлана кĕнĕ пирĕн. Хальхинче Йошкар-Ола хулине çитсе курас кăмăл пулчĕ.

Кашни регионăн хăйĕн йăли-йĕр- ки, хăйĕн чĕлхи тата ытти те. Андрей Хаймуллин пире Газельпе хулана лайăх илсе çитерчĕ. Хĕрлĕ лапамра Мария ятлă экскурсовод кĕтсе илчĕ. Вăл пире чи малтанах Мари Эл чĕлхипе сывлăх сунма вĕрентрĕ. Эпир ун хыççăн вăл каланă пек сывлăх сунтăмăр. Кунта ытти регионтан килнĕ çынсем те нумай пухăннă. Эпир ăнлантăмăр экскурси çак вырăнтан пуçланнине. Çÿллĕ çуртсем, вĕсем пĕр-пĕринпе çума-çумăн лараççĕ: Православи чиркĕвĕсем, вĕренÿ çурчĕсем тата ытти те. Православи çурчĕ тăрринче пысăк сехет пур. Вуннă çитсен, сехет тавра алăк уçăлчĕ те, унтан Турă амăшĕн турăшĕ тухрĕ, ку нумай минута пымарĕ. Вĕсене тунă çĕрте аслă шкулта вĕренекен студентсем хутшăннă. Малалла машина çине ларса Кашкай шыв хĕррине çитрĕмĕр. Ку шывра карапсем çÿремеççĕ, катамаран çинче ярăнаççĕ. Акăшсем, кăвакалсем ишеççĕ. Шыв çыранĕ йĕри-тавра пĕлĕте кармашса çуртсем çĕкленнĕ, тĕрлĕ тĕслĕн, хитрен, çума-çумăн ларса тухнă. Кунта православи соборĕсем, чиркÿсем, вĕренÿ заведенийĕсем, пурăнмалли çуртсем вырнаçнă. Юрату кĕперĕ урлă каçрăмăр. Кунтах театр тата чиркÿ тăрринчи сехет вуниккĕ кăтартсан, алăк уçăлса кайрĕ, кунта 12 апостол, малтан Иисус Христос курăнчĕ, ку 6 минута пычĕ. Кунта тĕрлĕ памятниксем пур. Экскурси пурне те килĕш- рĕ. Ветстанци пуçлăхне Г.П.Уткина тата Т.П.Максимована тав тăватпăр уншăн.

Валентина ЛАВРОВА, Мучар ялĕ

Поделиться:
Распечатать