Кăçал республикăра çĕнĕ виçĕ шкул уçăлмалла: Кÿкеçре, Шупашкарти Хĕвеллĕ микрорайонта, Çĕнĕ Шупашкарта.
Химиксен хулинчи шкула «Химпром» хăйĕн çуначĕ айне йышăнать. Хĕвеллинчи профиль вырăнне технологисене суйласа илет, Кÿкеçри вара агротехникăна тата медицинăна тĕпе хурĕ.
Вĕсем валли сахал мар кадр кирлĕ. Çак тĕллевпе республикăра 50 вĕрентекен ятарлă хатĕрленÿ витĕр тухнă.