Коррупци çулне пÿлесси - массăллă информаци хатĕрĕсенче хускатакан темăсенчен пĕри.
Республика Пуçлăхĕ право сыхлав органĕсене бюджет укçи-тенкине тĕллевсĕр тăкакланипе çыхăннă преступленисемпе татăклăн кĕрешме чĕнет. Унăн витĕмĕ те çук мар ĕнтĕ. Чăваш Енре коррупципе кĕрешесси начар мар шайра.
Республикăри прокуратура органĕсем патшалăх тата муниципаллă харпăрлăх пурлăхĕпе усă курнă чухне закона пăснă тĕс- лĕхсем тупса палăртнă чылай протест тăратнă, тавăçсене суда янă, должноçри çынсене дисциплина тĕлĕшпе явап тыттарнă.
Борис БОРИСОВ, полици уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕ