1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Четверг, 4 Сентябрь 2025 г.
29 августа 2025 г. 9:25

Юратнă ĕçре тупнă телей

Ветеринари ĕçченĕсен кунĕ çывхарнă май «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăри Ирина Николаевна Матвеевана ЧР Ветеринари патшалăх службин ертÿçи Александр Шакин кăçалхи акатуйра нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе чыслани куç умне тухрĕ. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ те илемлĕ сăн-питлĕ, сăпай хĕрарăма сăн ÿкерсе илнĕччĕ уяв вăхăтĕнче. Тĕл пулса калаçма май килмерĕ. Ĕç вăхăтĕнче карас телефонне тытма вуçех те ерçеймест ĕнтĕ пысăк предприятири специалист. Икĕ пин мăйракаллă шултра ĕне выльăх, çав шутран 976 сăвакан ĕне, «Акконд-агро фирма» акционерлă обществăра. Коллектив тикĕссĕн те тухăçлă ĕçлесе пырасси ветеринари врачĕсенчен те (вĕсем вара кунта иккĕн) пысăк тимлĕх ыйтать.

Ирина Николаевнан ĕç кунĕ ир-ирех пуçланать. Унăн Çĕнçырмаран ĕç вырăнне вăхăтра çитмелле. Хăйсем те мăшăрĕпе Алексей Николаевичпа нумай выльăх усраççĕ кил хуçалăхра: сăвакан ĕне, пăру, вăкăр, сурăхсем, сыснасем, чăх-чĕп...

Мăшăрĕ Канашра хурал службинче тăрăшнине шута илсен, епле пурне те вăхăтра апатласа-пуçтарса хăварни тĕлĕнтерчĕ.

- Чăнах та, тепĕр чухне ĕç хыççăн киле çитетĕн кăна («Аккондçăсен» выльăх-чĕр- лĕх комплексĕ Çĕнçырмаран 11 çухрăмра), пăрулакан ĕнене япăх е пăрушкине васкавлă пулăшу кирлĕ, ĕç вырăнне каялла васкатăн: вăхăтра система ямалла, эмелсем памалла. Хăш чухне ир енне киле таврăнатăп та унта хамăр хуçалăхри выльăхсем кĕтеççĕ. Юрать, мăшăрăм Алексей çур сăмахранах мар, куçран пăхсах ăнланать. «Пĕрре те çăмăл мар-çке сана, Ирина, килтишĕн ан пăшăрхан нимĕн чухлĕ те, пурте йĕркеллех,- тесе ĕçе ăсатса ярсан кунĕпех чун-чĕ- рере лăпкă та ăшă вара. «Çемье çавăрнăранпах пур ĕçе те пĕрле тума хăнăхнă эпир. Капла ĕçĕ ăнăçуллă пырать. Ачасене те пĕрле ĕçлеттерме хăнăхтарнă»,- терĕ Ирина Николаевна.

Упăшкипе иккĕшĕ те Çĕнçырмара çитĕннĕ. Çепĕç те ырă чунлă çамрăксем пĕр-пĕрин патне туртăннă, çемье çавăрнă. Сăмах майăн, Ирина 5 ачаллă çемьере ÿснĕ. Пиллĕкĕшĕ те яла юлса кил-çурт çавăрнă. Нимене пуçтарăнаççĕ-и - хăйсен йышĕ-пех парăнтараççĕ пĕр-пĕр пысăк ĕçе. Ял-йышра вĕсен çирĕп туслăхне палăртаççĕ. Общество пурнăçĕнче хастар, йышпа тумалли ĕçрен пĕрре те пăрăнмаççĕ.

Ирина Николаевна ветеринари ĕçĕнче 24 çул. Ашшĕ-амăшĕ те, тăванĕсем те ку ĕçпе çыхăнман, епле майпа лекнĕ çак ĕç тытăмне; Хама илес пулсан та, çуллахи каникул вăхăтĕнче шкул форми, ручка-кăранташ е ытти тум таврашĕ илмелĕх укçине колхозра ĕçлесе илнĕ. Ирина та çавах, çĕр ĕçĕнче ÿснĕ, çулла колхозра ĕçленĕ. Выльăх-чĕрлĕхе ачаранах юратнă. Юлташ хĕрĕн амăшĕ фермăра ĕне сунăран, унпа пĕрле те пулăшма пайтах чупнă. Хуçалăх ертÿçи вĕсене пĕр çулхине дояркăсене отпуск вăхăтĕнче ылмаштараканра ĕçлеме ыйтнă. Килĕшнĕ хĕрсем.

- Çапла темиçе çул ферăмра тăрăшрăмăр. Хăнăхса çитрĕмĕр. Лайăх ĕçлетĕр, тесе тав хучĕпе те чысланă, сăмахĕпе те ырланă. Ветеринар пулма хавхалантаракан тĕслĕх çинчен каласа парасах пулĕ тата,- ăшшăн йăл! кулса пуçларĕ калаçăвне çамрăк хĕрарăм. - Чăнах та, ачаранах юрататтăм ĕне сума. Чирлесен, чĕлхи çук пулсан та, вĕсен ыратăвне чунпа çывăха илеттĕм. Фермăна Вăрнарти совхоз-техникумра специальноç илнĕ Элпуç хĕрĕ Екатерина Антонова (Борисова) ĕçлеме килсен пирĕн ĕç-хĕле те çĕнĕ варкăш кĕчĕ. Лăпкăскер тимлĕн вĕрентетчĕ, тантăшĕ пекех калаçатчĕ. Камăн ветеринар пулас килет тесе те ыйтнине астăватăп-ха. Санăн аллу пырать çак ĕç патне, тетчĕ. Çапла кĕске хушăрах Екатерина Михайловна манăн ĕç наставникĕ пулса тăчĕ. Шкул пĕтерсен Вăрнарти совхоз-техникума та пĕрлех кайрăмăр. Экзамена ăнăçлă тытса вĕренме кĕтĕм. Паян çак профессине суйланăшăн нимĕн чухлĕ те ÿкĕнместĕп. «Тăвайри кооператив» потребобществăра хатĕр-левçĕре вăй хуракан Екатерина Михайловнана ырă сывлăх сунса тав сăмахĕ калатăп паянхи кун та.

Ветфельдшер дипломне илнĕ пике вĕренсе килсенех «Алдиаровский» совхозра 7 çул тăрăшнă. Ĕçĕ нумай, сысна, пăру, ĕне витисем выльăхпа туллиех пулнă ун чухне. Ĕçне юратнăран йывăрлăхран та, ĕç условийĕсенчен те хăраман. Хуçалăхсем саланнă хыççăн, пĕр хушă больницăна санитаркăна та вырнаçнă Ирина Матвеева. Анчах чунĕ пĕр хăнăхнă ĕç патнех туртăннă. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Тăвайри станцине ялтан ĕçе çÿреме пуçланă. Ĕçленĕ вăхăтра ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. 2008 çултанпа, «Акконд-агро фирма» общество уçăлнăранпа вара, Ирина Матвеева ветеринари врачĕнче ĕçлет.

Çемье хăтлăхĕ, ăшшийĕ пĕтĕмпех хĕрарăмран килнине пĕлтерчĕ чун юратнă мăшăрĕ. Икĕ ывăлтан, асли Коля, ял хуçалăх академийĕнче вĕренсе çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра тăрăшать. Толик Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, юратнă ĕçре пурнăçри вырăнне тупнă. Матвеевсем кĕç-вĕç çемьене çĕнĕ çын - кин кĕрессе кĕтеççĕ. Авалхи йăла-йĕр-кепе хĕрне çураçса та хунă. Апла малашне те килĕшÿлĕх те юрату, татулăх хуçалантăр çемьере.

Юлашкинчен калаçу ял пурнăçĕ çине куçрĕ.

-Ялта çуралса ÿснĕ. Кунтах лайăх пире: уçă сывлăш, ирĕклĕ, хăтлă, чуна канлĕ,- терĕ Алексей мăшăрĕ. Ирина Николаевна мăшăрĕпе килĕш-се пуçне сĕлтрĕ, анчах юлашки вăхăтра ялта выльăхсен йышĕ чакса пынишĕн пăшăрханнине пытармарĕ.

 

Раиса ШУМОВА

Поделиться:
Распечатать