Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Тушкил шкулĕнче 43 çул хушши ачасене пĕлÿ тата воспитани парас ĕçре вăй хунă Раççей Федерацийĕн шкулĕн тава тивĕçлĕ учителĕ Василий Ефимович Ефимов çуралнăранпа 85 çул çитрĕ.
Василий Ефимов Шупашкар районĕнчи Анат Кинер ялĕнче 1940 çулта çуралнă. 1964 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультетне пĕтернĕ хыççăн ăна Тушкилти сакăр çул вĕренмелли шкула вырăс чĕлхи вĕрентме яраççĕ. Педагогика ĕçĕнчи пĕрремĕш утăмĕсене вăрçă çулĕсенче пиçĕхнĕ учительсемпе пĕрле тунă. Апла пулин те çамрăк учитель коллективра çухалса кайман, хăйĕн пултарулăхне, ачасемпе ĕçлессине тĕрĕс йĕркелеме пĕлнине кура часах пĕрле ĕçлекенсен хисепне тивĕçнĕ. Василий Ефимович 1970—1979 çулсенче директорăн вĕренÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Хăйĕнпе пĕрле 1964 çулта ĕçлеме пуçланă, 1966 çултанпа директорта ĕçленĕ Николай Петрович Петровпа вĕсем Тушкил шкулĕн ятне, çÿллĕрех шая çĕклес тесе сахал мар вăй хунă. 1974 çулта çĕнĕ шкул çуртне хута янă хыççăн чăнах та Тушкил шкулне çĕнĕ варкăш кĕннĕ, вĕренÿпе воспитани ĕçĕсене йĕркелеме майсем самай ÿснĕ.
Кунта чи малтан ачасемпе çамрăксен пĕрлешĕвĕсем хăватлăн аталанма пуçлаççĕ. Учительсен коллективĕ çамрăк специалистсемпе пуянланать. Шкул çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсем, спорт инвентарĕ туянма май тупать. Паллах, çамрăк учительсен ĕçне, ачасен шкул тулашĕнчи пурнăçне, çĕнĕ вĕренÿ хатĕрĕсене ĕçе кĕртсе туллин усă курассине йĕркелесе пырасси ытларах директор çумĕн ăсталăхĕнчен, учительсен тата ачасен коллективĕпе ĕçлессине пĕлсе те тĕрĕс йĕркеленинчен нумай килнĕ. В.Е.Ефимов çак ĕçе çав тери лайăх пурнăçласа пыма пултарнă.
1979 çултан Василий Ефимович ачасен класс тата шкул тулашĕнчи ĕçне йĕркелесе пыма пуçлать. Çакăнтан пултаруллă педагогăн ĕçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланать. Тăхăр çул хушшинче шкулти пионерсен пĕрлешĕвĕ çичĕ хутчен комсомолăн районти комитечĕ паракан сылтăм флангрисен (чи пултаруллисен) лентине илме тивĕçлĕ пулнă. 1980 çулта О.Кошевой ячĕпе хисепленекен дружинăна Пĕтĕм Союзри В.И.Ленин ячĕллĕ пионер организацийĕн Хисеп грамотине панă. Шкулти комсомол организацине вара икĕ хутчен ВЛКСМ Тĕп Комитечĕн вымпелĕпе чыс тунă.
Уйрăммăн илсен, В.Е.Ефимовăн ĕçĕнче ача-пăча туризмне аталантарнине палăртса хвармалла. 1969 çултанпа вăл ертсе пынипе шкул команди районта иртекен ăмăртусенче 18 çул хушши яланах çĕнтерÿçĕ е призер пулнă. Республикăра иртекен ăмăртусенчен вара кашнинчех тĕрлĕ хаклă парнесемпе таврăннă. Çак вăхăтра шкулта Василий Ефимович вуншар пултаруллă турист хатĕрленĕ. Вĕсем халĕ те шкулта хăнăхнă туризм пултарулăхне манмаççĕ, округра тата республикăра иртекен тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ.
Туризмпа краеведени пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Василий Ефимовичăн тепĕр пысăк ĕçĕ — тăван тавралăха, унăн историне тарăннăн тишкерсе тĕпчесен, пухнă пĕлĕве ачасемпе, халăх патне çитерме тăрăшни. Вăрçă ветеранĕпе, шкулта чылай çул истори учителĕнче ĕçленĕ М.А.Орловпа пĕрле çине тăнипе 1985 çулта Çар Мухтавĕн пÿлĕмĕ, 1994 çулта краеведени музейĕ уçăлать. Çак калама çук калăпăшлă та пархатарлă ĕçĕн тĕп шăнăрĕ каллех Василий Ефимович пулнине палăртмалла. Музейра вырнаçтарнă нумай материала вăл майласа калăпланă. Вăлах Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшннă ентешсен картотекине туса хатĕрленĕ, пуçтарнă материала пĕтĕмлетсе компьютерпа пичетлесе калăпланă кĕнеке туса хатĕрленĕ.
1988 çултан В.Е.Ефимов вырăс чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçе кÿлĕнет. Кунта та вăл лăпланса лармасть. Тĕрлĕ классенче усă курма диктант пуххисем çырса хатĕрлет, радиоэлектроника, фото кружокĕсем ертсе пырать, класс ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçласа ачасен аслă юлташĕ, канаш параканĕ, пурăнма вĕрентекенĕ пулса тăрать. Шкула ĕçлеме килекен çамрăк педагогсемшĕн ĕçре пулăшса пыракан, кирлĕ канаш паракан, чăн-чăн учитель тĕслĕхĕ пулать. Çав вăхăтрах пĕтĕм ял халăхĕшĕн виçесĕр хаклă материал хатĕрлеме те вăхăт тупать Василий Ефимович. 1990 çулта вăл Тушкил шкулĕн историйĕпе кăсăкланать. 1994 çулта «Тушкил шкулĕн историйĕ çинчен çырнă очерксен пуххи» («Очерки по истории Шимкусской школы») ятпа каллех хăй тĕллĕн калăпланă кĕнеке хатĕрлет. Çав вăхăтрах Тушкилти тата Ямпулатри шкулсенче 1882 çултан пуçласа 2012 çулччен ĕçленĕ учительсем çинчен материал пуçтарса кĕнеке хатĕрлет. Паллах, унăн кĕнекисем пĕри те издательствăра пичетленсе тухман. Анчах та вĕсем Тушкил шкулĕшĕн виçесĕр хаклă япаласем.
В.Е.Ефимов 2007 çулта хисеплĕ канăва кайнă хыççăн та нумай ĕçленĕ, тĕпчевĕсене пуянлатнă, тÿрлетнĕ. Тушкил ялĕнче е шкулĕнче иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăннă. 2023 çулхи çу уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн класс ертÿçин Василий Ефимович Ефимовăн пурнăçĕ татăлнă. Анчах та халăх ун ятне нумай-нумай çул хушши асра тытса пурăнĕ. Унăн вĕренекенĕсем юратнă учителĕ вĕрентнине пурнăç тăршшĕпе тирпейлĕн илсе пырĕç.
Валерий ПЕТРОВ, Тушкил шкулĕ.
1996 çулхи выппускниксем.