1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Пятница, 8 Август 2025 г.
4 августа 2025 г. 10:40

Чăннипех пурнăç авăрĕнче пулнă

Галина Германовна Матвеева журналист тата писатель (Вăрмар поселокĕ) Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнине тата ашшĕ Герман Матвеевич Матвеев журналист 100 çул тултарнине халалласа кăçал, уйăх-уйăх çурă каялла, Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире «Пурнăç авăрĕнче» ятлă паха кĕнеке кăларчĕ. Ку вăл унăн çиччĕмĕш кĕнеки. Тÿрех калăпăр, усăллă, пуян содержаниллĕ, пурнăçа вĕренме пулăшакан кĕнеке пулса тухнă. Вăл Герман Матвеев журналист дневникĕн томĕсенчен, унăн ĕçтешĕсен аса илĕвĕсенчен, Аслă Çĕнтерĕве — 80 çул, пичетпе нихăçан та çыхăнăва татман, архиври документсем, Герман Матвеев çырнă сăвăсем пайсенчен тăрать. Паллах, усă курнă литература списокĕ те пур. Тиражĕ пĕчĕкрех пулсан та, пысăк ĕç тунă Галина Германовна асăннă кĕнекене вулакана сĕнсе. Ачаллах ашшĕ-амăшĕсĕр тăлăха юлнăскер, районти çар комиссариачĕн йышăнăвĕпе вунулттăрах Инçет Хĕвелтухăçĕнчи Хабаровск крайĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кайнăскер, темĕнле йывăр пулсан та, хуçăлман, ФЗО шкулне, сăрт-ту техникумне пĕтернĕ. Забойран таврăнсан, вăхăт тупса, дневник, сăвă-калав çырнă, литературăпа интересленнĕ. Тăрăшуллă çамрăка сăрт-ту маçтăрне лартнă. Хăйне пурнăçшăн, обществăшăн усăллă ĕçе хатĕрлетнĕ. 1946 çулта Инçет Хĕвелтухăçĕнчен таврăнсан, вăл хăйĕн пĕтĕм кун-çулне, пичете, радио ĕçне халалланă. Вăрмар, унтан Тăвай район хаçачĕсен редакторĕсенче вăй хунă, хăйсен районĕнче типографипе редакци çурчĕ тутарнă, икĕ районĕнче те радиовещани ĕçĕсене йĕркелесе янă, вĕсен пĕрремĕш редакторĕ те хăех пулнă. Г.М.Матвеев çырнă очерксемпе репортажсем, статьясемпе интервьюсем, фельетонсем, вырăнти пичетре çеç мар, республикăри тата центрти хаçат-журналта та кун çути курнă. Çакăнсăр пуçне вăл общество ĕçне те тÿрремĕнех хастар хутшăннă. Вăрмар çĕрĕн мухтавлă ывăлĕн пирĕн районта та, хăйсен тăрăхĕнче те ĕçпе çитмен ял, колхоз-совхоз е, тĕрĕсрех каласан, ура пусман кĕтес юлман пулĕ. Мĕнле вăй-хал çитернĕ-ши, хăçан каннă-ши вăл тесе те шухăшлатăн. Вăл уй-хире, фермăсене, промышленноç предприятийĕсене, мероприятисемпе тĕлпулусене васканă. Пулни-иртнине хăйĕн дневникĕнче çырса кăтартнă, унăн дневникĕсем пурнăç летопиçĕн тĕкĕрĕ, тĕлĕнмелле пуянлăх пулса тăнă. Çын, паллă, пурне те асра тытаймасть, дневник вара йăлтах куç умне кăларать. Унта çырнисем тăрăх, çĕр-çĕр хушамата, çĕршыв, республика, район историйĕнчи паллă пулăмсене куç умне кăларатăн. Пĕтĕмпех алă тупанĕ çинчи пек. Герман Матвеевич хăй ĕçлесе пурăннă çулсенче такама та палланă, такампа та çыхăну тытнă, ăна хăйне те республика ертÿçисем таранах пĕлнĕ. Хăйне кĕске ĕмĕр ĕмĕрлеме шăпа пÿрнĕ пулсан та, Герман Матвеевич хăй хыççăн тарăн йĕр хăварнă, вăл паянхи яш-кĕрĕмшĕн те çул маякĕ пекех çуталса тăрать, хăйĕн тĕслĕхĕпе нумайăшне ырă витĕм кÿрĕ. «Халăхшăн, тăван çĕршывшăн ĕçлесе пурăнасси — маншăн чи хакли. Эпĕ — халăх ывăлĕ, тăван çĕршыв гражданинĕ»,— тесе çырнă дневникĕнче. Ахальтен мар хăйĕн кĕнекинче Галина Германовна дневникри йĕркесене, унта çырнисене пысăк вырăн панă. Пурнăçра Герман Матвеев нихăçан та канлĕх курман, шыраман та ăна. Вăл кирек мĕнле ĕçе те пысăк яваплăхпа пурнăçланă. Патриот-журналистăн пурнăçра пĕр тĕллев пулнă: «Малалла кĕрешсе — çĕнтерÿ патне». Ашшĕн çак тĕллевне Галина Германовна уçăмлă уçса панă. Сăмах майăн каласан, кĕнекене Герман Матвеевич пирки Иван Иванович Соловьевпа эпĕ аса илсе çырнисене те кĕртнĕ. Кĕнеке сăн ÿкерчĕксенчен питĕ пуян. Çакă та историллĕ нумай пулăма тарăнрах çутатса парать, уçăмлатма пулăшать.

Поделиться:
Распечатать