Тахçанах ĕмĕтленнĕччĕ Тăвайри халăх музейне çитсе курма. Çуллахи каникул вăхăтĕнче кашни килтех ача-пăча сасси. Хуларан ачасем ялалла килме тăрăшаççĕ. Ялта сывлăш та уçă, пахчара улма-çырла, хăярĕ-помидорĕ, вăрманта çырла-кăмпи... Акă, нумаях пулмасть мăнукăмсем те Шупашкартан çитрĕç. Вĕсене мĕнпе те пулин кăсăклантармалла, вăхăтне усăллă ирттермелле-çке.
Асли шкула çÿренĕ май, учительсем те интересленеççĕ вĕсен канăвĕпе. Пирĕн çулçÿрев çĕнетнĕ вулавăшран пуçланчĕ. Халĕ, каникул кунĕсенче, ЧР Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн тăтăшах шкул ачисем пырса çÿреççĕ иккен кунта. Пире Татьяна Манишева библиотекарь ăшшăн кĕтсе илчĕ. Çÿлĕксенчи кĕнекесене тирпейлĕ вырнаçтарнă. Унтах компьютерсем. Библиотекăна çĕнетнĕ хыççăн сăн-сăпачĕ нумай улшăннă. Эпир те вулама 3 кĕнеке илтĕмĕр. Вĕсем çĕнĕ, тин кăна пичетленсе тухнă тейĕн. Кашни залах кĕрсе курчĕç, вăйăсем вылярĕç, çемçе кресло çинче ярăнчĕç мăнуксем. Ÿсĕмне кура пурин валли те ăс-тăн вăййисем йĕркелеççĕ. Татьяна Владимировна кĕнекесене упрамалли, вăхăтра тавăрса памалли çинчен ăнлантарса пачĕ: «Татах килĕр, кĕтетпĕр»,— тесе ăсатрĕ.
— Тата ăçта каятпăр?
—Краеведени музейне кайса куратпăр, — терĕм мăнукăмсене. Пирĕнпе пĕрле «Ял ĕçченĕ» хаçат редакцийĕн тĕп редакторĕ Анжелика Егорова садике çÿрекен хĕр пĕрчийĕпе Аделинăпа пулчĕ. Владимир Федоров заведующи район миçемĕш çулта пуçланса кайни, паллă çынсен кун-çулĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. Кунта кашни экспонат хăйĕн вырăнне тупнă, курса çÿреме питĕ меллĕ, тухас та килмест пысăк та хăтлă залсенчен. Сĕтел-пуканĕсем те ачасене интереслĕ пулчĕç. Паттăрла пуç хунă СВО салтакĕсене асăнса стенд вырнаçтарнă. Ĕлĕкхи хура пÿрт, ача ураписем, сăпкара ачасем выртни, мамонт шăмми, тĕрлĕ кайăксем, лĕпĕшсем, патефон, утюгсем, перо, пианино, ĕлĕхи хут тата вак укçасем, çăпатасем — пурте интереслентерчĕç ачасене.
Мĕн чухлĕ талант Тăвай тăрăхĕнче! Акă, Алексей Семенович Семенов хăй çуралса ÿснĕ Лачкассинчи çуртне тата малтанхи шкул макетне шăрпăк пĕрчисенчен еплерех чаплă пуçтарнă. Тăвай енри малтанхи тата хальхи ертÿçĕсем, музей заведующийĕсем, Вера Кузьминична Кузьмина артистка, «Тăвай кооперативĕ», ытти организаци çинчен пĕлме пулать. Кунтах хÿтĕлев рубежĕ çинчен, пĕрремĕш ачана больницăран илсе тухни, пĕрремĕш туй тата ытти те. Телефонсем çине ÿкерчĕç, музейран тухасшăн та пулмарĕç хула ачисем. Эпир музей заведующине тав туса сывпуллашрăмăр. Вăл пире татах та килме каларĕ.
Çакăн пек музей пурри аякри хăнасемшĕн те, хамăр Тăвай халăхĕшĕн те интереслĕ. Марина ФИЛИППОВА