Пушарпа кĕрешесси пурнăçра яланах чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри пулса тăрать. Çак пысăк инкекрен сыхланас тата ăна вăхăтра сирес тĕллевпе республикăра пушар хуралне вăйлатсах пыраççĕ. Акă юлашки пилĕк çулта пушарпа кĕрешекен службăн пурлăхпа техника никĕсне çĕнетме 265 миллион тенкĕ уйăрса панă. 2025 çулта кăна тĕрлĕ çулпа пысăк çÿреслĕхлĕ пушар сÿнтермелли автоцистернăсем тата пулăшу техники туянма республика 71 миллион тенкĕ уйăрнă.
Чăваш Енĕн пушар хуралĕ паянхи куна 222 подразделенирен тăрать. Икĕ пин ытла çын службăна тухать. Ирĕке кайнă вут-кăварпа кĕрешме Чăваш Енре пурĕ 421 единица техника пур. 2020—2024 çулсенче пушар чаçĕсен 4 уйрăм постне йĕркеленĕ. 2025 çул пуçланнăранпа вара кунашкал постсем тата иккĕ уçăлнă. Çитес виçĕ çулта пушарпа кĕрешмелли 8 подразделение тата ирĕклĕ пушар хуралĕн 42 подразделенине çĕнĕрен йĕркелеме палăртаççĕ.
Уйрăм тимлĕхре вăрман пушарĕсем тата вĕсенчен сыхланасси. Паянхи куна вăрманти пушарсемпе кĕрешме республикăра 42 станци службăра тăрать. Вĕсенче пушар сÿнтермелли 155 техника, 887 единица ятарлă оборудовани тата 11 единица БПЛА пур. Çакăнпа пĕрлех вăрманти пушарсене вăхăтра тупса палăртма республикăра видеомониторинг тытăмĕ йĕркеленĕ.
Юлашки вăхăтра РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи подразделенийĕсене тĕрлĕ йывăр çулпа çÿреме пултаракан 4 «Нива» автомашина, тулли приводлă «Соболь» тата аварипе çăлав оборудованиллĕ КамАЗ пушар автоцистерни килсе çитнĕ.
Пушарсем çулталăкăн кирек хăш сезонĕнче те пысăк тимлĕх ыйтаççĕ, çу кунĕсенче вара уйрăмах. Кăçал паянхи кун тĕлне округ территорийĕнче 7 пушар (пĕлтĕр ку тапхăрта 8 пулнă) тухнине регистрациленĕ. Шел те, вут-çулăмра çынсен пурнăçĕ те татăлнă.
— Халĕ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пыраççĕ. Çак вăхăтра пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине уйрăмах асра тытни кирлĕ. Çакна та манар мар: хальхи вăхăтра республикăра пушара хирĕçле уйрăм режим вăйра тăрать, ку тапхăрта çынсене вăрмансене кĕме чарнă, кану вырăнĕсенче кăвайт чĕртме, çÿп-çапа тата тырă хăмăлне, типĕ курăка çунтарма юрамасть,— çапла асăрхаттараççĕ Тăвайри пушар чаçĕнче ĕçлекенсем.
Иван ГЛАДКОВ