1935 ÇУЛТА ФЕВРАЛĔН 17-МĔШĔНЧЕ ТУХМА ПУÇЛАНĂ (Газета издается с 17 февраля 1935 года)
Вторник, 19 Август 2025 г.
4 августа 2025 г. 9:54

Кун йĕркинче — паян пурнăçламалли ĕçсем

 

Тăвай муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Олег Ломоносов эрне пуçламăшĕнче анлă планерка ирттернĕ. Хальхи вăхăтра чи пирвай пурнăçламалли ĕçсен шутĕнче тырпул пухса кĕртесси тата выльăх апачĕ хатĕрлесси пулнине палăртнă. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Николай Краснов пĕлтернĕ тăрăх, июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 6930 тонн.

Олег Анатольевич выльăх апачĕн пахалăхне лаборатори условийĕсенче вăхăтра палăртма кирлине асăрхаттарнă, унран выльăхсен сывлăхĕ тата выльăх-чĕрлĕх отраслĕ ăнăçлă аталанасси килет, тенĕ.

Пуçару бюджечĕсен проекчĕсене пурнăçлассипе ĕç-пуç мĕнле пыни çинчен администраци пуçлăхĕн заместителĕ — территорисене тирпей-илем кĕртессипе тата аталантарассипе ĕçлекен управлени начальникĕ Вероника Николаева каласа панă. Ку вăхăт тĕлне 89 проектран 57-шне пурнăçа кĕртнĕ, тепĕр 18-шĕпе халĕ тимлеççĕ, 16-шне вара пуçăнайман-ха.

Çакна май округ пуçлăхĕ территори пайĕ-сен начальникĕсене кашни проектах вăхăтра ĕçе кĕртессипе çине тăма, подрядчиксемпе çыхăнса, сроксене пăхăнма хушнă. Кирлĕ пулсан, претензи ĕçĕ те пуçармалла, анчах тĕп тĕллев палăртнă результатсем пулмалла.

Вĕрентÿ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрлес ĕçсемпе администраци пуçлăхĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан — вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Ирина Семенова паллаштарнă.

2025 çулхи пĕрремĕш çур çулта халăха диспансеризаци кăларнин итогĕсем çинчен тата Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне — утăм» проектне пурнăçа епле кĕртнипе Канашри ММЦ тĕп врачĕ Рената Федорова каласа панă. Диспансеризацин тĕп тĕллевĕ — чир-чĕре малтан палăртма май килни, çакă хастар пурнăçпа вăрăм ĕмĕр никĕсĕ пулса тăрать, тенĕ. Тĕп врач ÿсĕмĕпе 18—45 çулсенчи çынсем хăйсен сывлăхĕшĕн çителĕк- сĕр тимленине кăтартса панă.

Олег Ломоносов çавăн пекех алкоголизмпа кĕрешес ĕçе вăйлатма кирлине, ку тĕлĕшпе те комплекслă ĕçлемелли çине пусăм тунă. «Çынсен сывлăхĕ — пирĕн приоритет, пирĕн сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассипе тата сиенлĕ йăласемпе кĕрешессипе пур майпа та усă курмалла»,— тенĕ вăл.

«Чăваш Енĕн хаваслă çу кунĕсем» социаллă проекта пурнăçа кĕртессипе епле ĕçлени çинчен культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Оксана Кириллова тĕплĕн каласа кăтартнă. 40 мероприятие йĕркелесе ирттернĕ те ĕнтĕ. Сайт çине пурĕ 88 мероприяти кĕртнĕ. Асăннă проекта вырăнта пурăнакансем те, хăнасем те хутшăнма пултараççĕ. Оксана Алексеевна пурне те пирĕн округра иртекен хаваслă мероприятисене хутшăнма чĕнсе каланă. Çывăх вăхăтри çакăн пек мероприятисен шутĕнче — Патшалăх ялавĕн кунне, Физкультурник тата Сывлăшпа десант-çарĕсен кунĕсене халалланă мероприятисем.

Ытти ыйтусем те тимлĕхре пулнă.

Поделиться:
Распечатать