Утă уйăхĕ вĕçленчĕ. Çапах та çанталăк улшăнăвне пăхмасăрах пахчара улма-çырла, тĕрлĕ пахча-çимĕç çитĕнет. Вăхăтра варени пĕçермелле. Компот вĕретмелле, хăярпа помидор тăварламалла. Иртнĕ кунсенче, пĕтĕм ĕçе пăрахса Григорий Вакку, Николай Давыдов, Любовь Гордеева — чăвашсен паллă эстрада юрăçисем Нÿшкасси ялне, Елена Андреевна Иванова-Фомина поэтăн пултарулăх каçне васкарăмăр. Ялĕ чăнах та питĕ илемлĕ вырăнта вырнаçнă. Йĕри-тавра вăрман ÿсет, ялпа юнашарах — ыраш пусси. Каçхи тÿпере пин-пин çут çăлтăр ялкăшать. Урамĕсем тап-таса. Çурчĕсем питĕ чаплă. Çак илеме курса кашни кун сăвăсем шăрçалать те Елена Андреевна Фомина.
Кăмăлĕпе питĕ ырă, кăн-кăвак куçлă, хитре кĕлеткеллĕ хĕрарăм, тахçан санитарка пулса ĕçленĕскер, тăватă кĕнеке çырса кăларнă. Сăввисене вуласан кăмăл хăпартланса каять. Чун ыйтнипе, чĕре хушнипе, пуян чĕлхепе çырнă сăвăсене вулама чăнах та питĕ кăмăллă. Пултарулăх каçне клуб тулли халăх пуçтарăннă. Григорий Ваккупа Любовь Гордеева юрăçсем Елена Андреевна сăмахĕсемпе çырнă юрăсене шăрантарчĕç, Шупашкарти 1-мĕш гимназинче ĕçлекен Марина Вакку унăн сăввисене вуларĕ. Хисеплĕ поэта тав туса Григорий Вакку хушпу парнелерĕ. Пултарулăх каçĕ питĕ чаплă иртсе кайрĕ. Елена Андреевна та парăмра юлмарĕ. Кашни артиста кучченеç парса ячĕ тата чечек çыххисем парнелерĕ. Эпир Елена Фоминана малашне те сăвăсем çырма хавхалану сунатпăр. Автор калашле, вулакансемшĕн сăвă чĕре хăвачĕ тата ун çуначĕ пултăр.
Марина СМИРНОВА