Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Тăвайри полици уйрăмне прпеступленисемпе ытти ĕç хĕл-хĕл çинчен 653 информаци-заявлени пырса кĕнĕ (иртнĕ çулхи çак тапхăрта — 754), çак кăтарту пĕлтĕрхинчен 14,5 процент сахалтарах. Вĕсене пăхса тухса 28 преступление учета илнĕ (пĕлтĕр — 19), ку вăл унчченхинчен 47,4 процент нумайрах.
Ултă уйăхра 6 преступление чарса лартнă (унччен — 3), çавна май преступленисене уçса парасси 5,6 процент чакнă.
Регистрациленĕ преступленисен 7,2 проценчĕ (2 факт) уйрăмах йывăррисен шутĕнче, 21,4 проценчĕ (6) йывăррисен, 21,4 проценчĕ (6) вăтам йывăррисен, 50 проценчĕ (14) пит йывăррисен мар шутланаççĕ.
Тишкерсен, çакна каламалла, 2025 çулхи çур çулта мăшкăлланă, автомототранспорт е ытти япала вăрланă, хурахла, хулиганла ĕçсем, влаç представителĕсене хирĕçле преступленисене шута илмен. Округра нацисем хушшинчи лару-тăру лăпкă. Террорла актсем, тĕн тĕлĕшĕнчен хирĕçтăрусем пулман.
Асăннă тапхăрта контактсăр майпа улталаннă 6 тĕслĕхе регистрациленĕ (иртнĕ çул — 5). Информациллĕ технологисемпе усă курса ултавçăсен аллине укçа куçарасси чакнă, кăçал вăл 245 пин тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта çынсем 511 пин тенкĕлĕх улталаннă. Инкек тÿсекенсене 30 пин тенкине тавăрса пама май килнĕ, 12,2 процент (2024 çулта — 15 пин тенкĕ, 2,9 процент). Чăнах та, паян Интернетпа, банк карттисемпе нумай çын усă курать. Çавăнпа асăрхануллă та тимлĕ пулмаллине асăрхаттаратпăр.
Кăçал округ территорийĕнчи шыравра пулнă 2 преступникрен пĕрне тупма май килнĕ. Унсăр пуçне федераллă шыраври пĕр преступникăн вырăнне палăртнă. Иртнĕ çултанпах шыраври пĕр хĕрарăма тупайман-ха.
Тăвай муниципалитет округĕн территорийĕнче административлă право йĕркине пăсасси чакнă (2025 çулта — 86 протокол, 2024 çулта 187 пулнă). Çак тапхăрта 34000 тенкĕлĕх штрафланă (2024 çулта — 50660), судпа — 79000 тенкĕ. Йĕркене пăсакансенчен 23400 тенкĕ е 68,82 процент шыраса илнĕ (2024 çулта — 26410 тенкĕ)
Иртнĕ çулхи пекех кăçал та саккунсăр майпа сăмакун юхтарнă тата сутнă 2 тĕслĕх тупса палăртнă.
Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче РФ КоАПăн 6.1.1 статйипе (хĕненĕшĕн) 17 çын тĕлĕшпе (унччен — 27) административлă ĕç пуçарнă. Саккунпа палăртнă штрафсене вăхăтра тÿлемесен, йĕркелĕхе пăсакансем тĕлĕшпе ĕçсене суд приставĕсен службине ярса паратпăр, çапла майпа штрафсене шыраса илме 13 йышăну тунă.
2025 çулхи çур çулта «Урмарский» МО ОГИБДД сотрудникĕсем Тăвай муниципалитет округĕнче административлă майпа право йĕркине пăснă 594 тĕслĕхе регистрациленĕ е иртнĕ çулхинчен 19,3 процент (2024 çулта — 498) нумайрах. Отчетлă тапхăрта 3 çул-йĕр инкекĕнче (пĕлтĕр — пулман) 2 çын вилнĕ тата 2 çын аманнă.